Добавить
Уведомления

Паян — качака, ыран кам?

«Пулăшăр! Йытăсем шар кăтартаççĕ. Выльăхсене тапăнаççĕ», – çурла уйăхĕнче социаллă тетелсенче çапла çырнине час-час курма май килчĕ. Нумай районта çак ыйтăва çĕклеççĕ. Хальхинче вара элĕксем шар курнă – кунта качакасене йытăсем тапăннă. Упаçырми – çак вырăнта выльăх-чĕрлĕхе кăкарма лайăх, анчах та кунта паян пĕр-ик качака çӳренине çеç курма пулать. Уйăх каялла вара çырмара качака макăрни янраса çеç тăнă. Элĕкре пурăнакансем ку вырăна кашни ир сахалтан та 30 качакапа пӳтек çавăтса килнĕ. Çурла уйăхĕ 19-мĕшĕнче ирхине, качакасене кăкарнă чухне, Ирина Александрова инкек алăкран шаккасси пирки шухăшлама та пултарайман. Икĕ сехетрен кинемей качака путеккисем кил умĕнче пĕр чарăнми макăрса тăнине курать. Урама тухсанах вăл кӳршĕ кăшкăрнине илтет: «Йытăсем качакасене тулаççĕ». ИРИНА АЛЕКСАНДРОВА: «Çитрĕм те, чăнах та, качака путеккине, такине, тытса çурнă, пуçне кăшласа янă, пыршисем выртаççĕ. Ăшĕсене çисе янă. Качакине мăйĕнчен туласа пĕтернĕ, чĕп-чĕр юн. Качакине ветлечебницăна илсе кайрăм та пурăнаймасть ку, пусмалла терĕç. Вара пусма патăм, путеккине ĕнтĕ вара пытартăмăр». Ирина Станиславовна пекех çак кун Валентина Илларионовна та Маня качакишĕн куççуль тăкать. Сасă илтсе вăл та туя тытса çырманалла утнă. Курăк ăшĕнчен икĕ пысăк йытă тата икĕ çура сиксе тухса тарнине курнă. ВАЛЕНТИНА АНДРЕЕВА: «Юнашарах тепĕр йытă чупать. Çурăмĕ хура тĕслĕ, айккинче хăмăр тĕслĕ Вольфпа çав йытта хăвалама пуçларăмăр та йытти хамăр çине вĕрет, харлатать анчах. Юрать эпир иккĕн, туясемпе тăратпăр. Атту пулсан хамăр çине те сиксе ӳкетчĕ. Çав кун питĕ нумай качакасем аркатнă. Изванкăна та кайнă. Пĕрер качака çеç мар, икшер-виçшер вĕлерсе тухнă». Çурла уйăхĕн 18-19-мĕшĕсенче Элĕк салинче çеç 20-е яхăн качакана йытăсем тытса çурнă. Кун хыççăн нумайăшĕ выльăха çырмана кăкарма пăрахнă. Халĕ кам килте витере тытать, кам урамра çавăтса çӳрет. ВОЛЬФ КАПИТОНОВ: «Çав йытăсем тапăннă хыççăн хăра-хăрах килсе кăкаратпăр. Вара утатпăр кунĕпе, 5-шер-6-шар хут тухса пăхатпăр. Кунĕпе каллĕ-маллĕ утатпăр. Кĕçех ачасем шкула кайма пуçлаççĕ, вĕсем çине тапăнма пуçлаççĕ». – Эпир ватă çынсем. Пĕртак сĕт çиес тесе, хамăр пурнăçа кăшт вăрăмлатас тесе çак качакасене усратпăр. Халь эпир вĕсене уя кăларма та хăратпăр. Урамра çитерсе çӳретпĕр. Халь пирĕн мăнуксем те сĕт çиесшĕн. Качакисем те вилсе выртаççĕ кун пек уя кăлармасассăн. Ку пăтăрмах пĕрремĕш хут çеç мар иккен. Çынсем хуçасăр йытăсенчен утă уйăхĕнчех шар курма пуçланă. ЗОЯ НИКИФОРОВА: «Июль уйăхĕн 31-мĕшĕнче пирĕн пата сосед кăшкăрать. Зоя, сирĕн качакасене йытăсем аркатаççĕ тет. Чупса тухрăмăр та пĕрне вĕлерсе хунă, теприне тулласа тăкнă. Ун чухне 4 йытă чупса тарчĕç. Хăмăрпа ула, хура хутăш. Тепĕр сехетрен çак йытăсем ĕнесене тапăнчĕç. Ĕнесене енчен енне хупăрласа илнĕ. Кĕтӳç кĕреçе йăтнă чупать хăранипе». Паллах, инкек çитсен пулăшу ыйтатпăр. Салара пурăнакансем те çаплах тунă – тĕрлĕ çĕре заявлени çырнă. ЗОЯ НИКИФОРОВА: «Эпир Сĕт завочĕн йыттисем тухса кайнă пуль тесе шутлатпăр. Кайран полицине çырса патăмăр, полици йышăнасшăн мар заявлени. Кайран сельский поселенине çырса патăмăр. Никам та нимĕн те тăвакан пулмарĕ хальлĕхе». ЕЛИЗАВЕТА ПОРФИРЬЕВА: «Уйăхĕпех аркатаççĕ вĕсем, пур çĕре те çитеççĕ. Сурăххине те тапăнаççĕ, хурсене те тапăнаççĕ, пурне те тапăнаççĕ. Сельсовета кайрăмăр эпир – эпир нимĕн те тăваймастпăр, тытса парăр йытăсене теççĕ. Эпир тытаймастпăр, паллах». Юлашки çулсенче килсĕр йытăсене тытассипе республикăра çине тăрса ĕçлеме пуçларĕç. Кăçал çак ыйтупа хыснара 10 миллион çурă тенкĕ хывса хăварнă. Çак Чăваш Енри пин çурă йытта тытса стерилизаци тутарма май парать. Элĕк салинче пĕлтĕр 12 йытта тытнă, кăçал та ку ыйтупа ĕçлеççĕ. Пĕр пуçшăн 7146 тенкĕ уйăраççĕ. ВЛАДИМИР АЛЕКСЕЕВ: «Кăçал 11 йытта тытма палăртнă. Владимир Пименов усламçăпа килĕшӳ тунă. Хальлĕхе 9 йытта тытнă. Ял çыннисем вырăнти сĕт завочĕн йыттисем тесен вырăна çитсе килтĕмĕр. Тĕрĕслев пулнă – унти пур йытă та кăкаркăçра». Элĕксене çапкаланса çӳрекен йытăсем шар кăтартаççĕ е кил пуррисемех? Çак ыйтăва уçăмлатассипе ĕçлеме шантараççĕ Элĕк ял тăрăхĕнче. Йĕрке тăрăх килсĕр йытăсене пеме юрамасть. Тытмалла, стерилизацилемелле, вакцинаци тумалла, каялла тытнă вырăнах леçмелле – 498-мĕш федераци саккунĕнче çапла çырнă. Ял тăрăхĕсенче çак йĕркене пăхăнаççĕ, унран иртеймеççĕ. Çав вăхăтра вара регион ĕçне тимлекен центр килсĕр йытăсемпе çыхăннă çăхавсене ытларах та ытларах шута илет. АЛИНА КИРИЛЛОВА: «Август уйăхĕнче республикăра пурăнакансенчен социаллă тетелсем урлă 2249 çыру килнĕ. Çак пĕлтĕрхипе танлаштрасан икĕ хут çурă нумайрах. 1-мĕш вырăнта çулпа çыхăннă ыйтусем. Унсăр пуçне çынсем хăтлăх, çӳп-çапа илсе тухассипе час-час çыраççĕ. Килсĕр йытăсене тытасси те халăха пăшăрхантарать. Пĕлтĕр 13 çăхав пулнă пулсан кăçал ку кăтарту 71-пе танлашать». Алина Сусметова, Анна Цинтовская, Бахтияр Велиев

12+
51 просмотр
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии