Юмахсен каруселĕ
Юпа уйăхĕн 17-21-мĕшĕсенче Шупашкарта пукане театрĕсен Пĕтĕм тĕнчери 3-мĕш «Юмахсен каруселĕ» фестиваль иртет. Пукане театрĕсен тĕнче шайĕнчи çитĕнĕвĕсем пирки каласа парасси, вĕсене аталантарасси, упраса хăварасси – фестивалĕн тĕп тĕллевĕ çак. Ют çĕршывсенчен Гонконг, Германи, Вьетнам тата ытти те. Владимир, Курган, Новосибирск, Ульяновск облаçĕсем, Мускав хули, Пушкăрт, Мари Республикисем – «Юмахсен каруселĕ» фестивале ют çĕршыври тата Раççейри 15 пукане театрĕ хутшăнать. Аякри хăнасен ĕçĕсене онлайн мелпе кăтартаççĕ. 5 пукане театрĕ вара фестивале хутшăнма Чăваш Ене çитнĕ. Вĕсен спектаклĕсене Чăваш патшалăх пукане театрĕнче кăтартаççĕ. Хальхинче çĕнĕлĕхсем нумай. Шупашкара килнĕ театрсенчен тăваттăшĕ спектакльсене цифра мелĕпе йĕркеленĕ. Донецк Республикинчи академи пукане театрĕ вара спектакле мĕлкепе лартать. Шăпах «Ятсăр çăлтăр» ликрикăлла камитпе фестивале уçаççĕ те. Республикăна килнĕ пукане театрĕсем кăçал Шупашкарти сцена çинче çеç мар, районсенче те хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Фестиваль дипломĕ те уйрăлса тăрать. Ăна Раççей карттине тĕпе хурса хатĕрленĕ. «Юмахсен карусельне» хутшăнакан пукане театрĕсем ăçтан пулнине кăтартнă унта. Яланхиллех фестивальти ĕçсене тӳресем хаклĕç. Чăваш Республикинчи театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн ертӳçи Сергей Павлов пĕлтĕр те хаклакансен йышĕнче пулнă. СЕРГЕЙ ПАВЛОВ: «Пĕлтĕр те хама валли питĕ нумай çĕнĕлĕхсем уçрăм. Пукане театрĕнче туслăх питĕ пысăк, питĕ çирĕп теме пулать. Ытти театрсемпе танлаштарсан çав тери çемьелĕх, çемье ăшши курăнать фестивальсенче. Вĕсем аякри хуласенче пурăнаççĕ пулсан та кунта пуçтарăнса пĕр тĕвве çыхăннă пек курăнать». Фестиваль артистсене пĕрлештерет çеç мар, çĕнĕ çитĕнӳ тума, тĕрлĕ меслетпе тата ĕçтешсен ăсталăхĕпе паллашма май парать.