Артистсем ырă ĕç тăваççĕ
Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн ĕçченĕсем те ырă ĕç тăвакансен йышне кĕчĕç. Вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансем, Донбассра пурăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ йĕркелерĕç. Артистсем пурте пĕр харăс сцена çине тухрĕç. Черетлĕ спектакль репетицийĕ мар ку. Сцена ăстисем хальхинче ырă ĕç пуçарнă. Вĕсем пурте пĕр шухăшлă – тăван енрен аякри ентешсене, Раççей салтакĕсене пулăшмалла. ЕЛЕНА ГУРЬЕВА: «Чăваш артисчĕсем, чăваш театр ĕçченĕсем питĕ пысăк ĕç турĕç. Вĕсем пирĕн ентешсем валли, Донбассра пурăнакансене питĕ пысăк пулăшу параççĕ. Коллектив 50 000 яхăн тенкĕ укçа пухнă. Çав укçапа ĕçченсене, салтаксене чи кирлĕ япаласене параççĕ. Чăваш халăх хушшинче «Ниме» сăмахсем ахаль сăмахсем мар». Пухăннă укçапа типçу, тĕрлĕ кĕрпе, çăнăх, тăвар, чей, канихвет, консервланă аш туяннă. Таварсем пурте те тенĕ пекех Чăваш Енри предприятисенче туса кăларакансем. Вĕсене театр ĕçченĕсем Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмне пачĕç. ЕЛЕНА ГУРЬЕВА: «Çак акци пĕрремĕш кăна мар. Кун пек акцисем февраль уйăхĕнченех пуçланнă. Паянхи куна икĕ пысăк колонна янă Донбаса. Ку 3-мĕш колонна валли. Çакăн пек чăваш халăх театрĕ пек пулăшакансем сахал мар. 100 ытла чăваш предприятийĕсем, чăваш çыннисем питĕ пысăк пулăшу параççĕ. Кам укçа-тенкĕ куçарса парать, кам ăшă япаласемпе». Сцена ăстисен тăрăшăвне тулли мар мобилизацие лекнисем, Донбассра пурăнакансем çывăх вăхăтра туйĕç. Черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ кĕçех çула тухмалла