Добавить
Уведомления

Пулас професси çулĕпе утаççĕ

«Ӳссен эсĕ кам пулатăн?», - тесе ыйтсан хальлĕхе вĕсем полици ĕçченĕ пулатăп теççĕ. Çапах та хăйсем ача садĕнченех роботехникăна кăмăлаççĕ. Çĕрпӳ хулинче пĕрремĕш хут шкула кайман ачасем хушшинче «Робостартики» республика вăййисем иртрĕç. Роботсен ăмăртăвне Алексей Зотиков корреспондент сăнарĕ. Мила Васильева иккĕмĕш çул роботехникăпа кăсăкланать. Хĕр пĕрчи хăйне кăмăла каякан ĕлкесем ăсталама юратать. Çакăнпа тыткăнланă ĕнтĕ Милăна роботехника. КРИСТИНА ВАСИЛЬЕВА: «Куклăсемпе вăл вылямасть. Ăна роботсем, машинкăсем килĕшеççĕ. Арçын ачасене мĕн килĕшет – ăна та килĕшет». Робот-машинсен ăмăртăвĕнче Мила виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Ултă çулхи хĕрачашăн ку пысăк çитĕнӳ. Мила роботсен ăмăртăвĕнче палăрчĕ пулсан Таисипе Прохор машинсен кĕрешĕвĕнче пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Хаяр çапăçура Таисипе Прохор робочĕ Максимпа Кирилл машинне парăнтарчĕ. Пĕчĕккĕ пулин те ачасен хăйсен вăрттăнлăхĕсем пур, вĕсем пире ăна уçса пама васкамарĕç. НАТАЛЬЯ НИКОНОВА: «Таисипе Прохор ĕçчен ачасем. Вĕсем мĕн каланă – çавсене тăваççĕ тата нумай хушаççĕ». Шкула кайман ачасем хушшиче конкурс пĕрремĕш хут иртет. Тӳресем шăпăрлансене хаклама ансат мар пулнине палартаççĕ. СЕРГЕЙ СОЛИН: «Вĕсем пурте хумханаççĕ. Кнопкисене пусма пĕлмеççĕ, манса каяççĕ. Çавăнпа вĕсене пĕртак пулăшмалла. Хăш-пĕр чухне тепĕр хут яма калатпăр. Хăш-пĕр чухне мĕн пусмаллине, мĕн тумаллине калатпăр». Çакнашкал вăйăсем ирттерни ачасене пулас профессие суйлама та пулăшмалла. Ку вĕсене ачаранпах пĕлĕвĕ ÿстерме, ăсталăха туптама май парĕ. КРИСТИНА МАЙНИНА: «Ача садĕнченех роботсене пуçтарни савăнтарать. Çитĕнсен вĕсем программистсем пуласса шанатăп. Ачасем маттур».

12+
29 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии