«Дубрава парк» çĕнĕ микрорайон строительстви калаçтарать
Патвар та çӳллĕ юман йывăççисем вырăнне нумай хутлă çуртсем çĕкленеççĕ. Шупашкарти кăнтăр-хĕвеланăç районĕнче пурăнакансене Миттов урамĕнчие «Дубрава парк» çĕнĕ микрорайон тума пуçлани пăшăрхантарать. Нумаях пулмасть кунта вăхăтлăх çул сарма пуçланă, халĕ тавралăха тĕпчес ĕç пырать. Строительство хыççăн вăрман лаптăкĕнчен мĕн юлĕ? Çак ыйту пире те кăсăклантарчĕ. Михаил Маркеловăн ачалăхĕ кăнтăр-хĕвеланăç районĕнче иртнĕ. Вăл ку вăрманта чупса, выляса ӳснĕ. Халĕ те кунта уçăлса çӳреме, канма килет. Вăрман вырăнĕнче çĕнĕ микрорайон çĕклеме палăртнине пĕлсен ыттисемпе пĕрлех пăшăрханма пуçланă. Ку çывăх вырăнта вырнаçнă пĕртен-пĕр кану вырăнĕ пулнă çке-ха. Халĕ вăрманта инженери тĕпчевĕсене ирттерме вăхăтлăх çул тума пуçланă. «Дубрава парк» çĕнĕ микрорайнта пурĕ 19 нумай хутлă çурт çĕклеме палăртаççĕ. Кунта спортпа кану лапамĕсем те пулĕç. Вăрманта юхса выртакан юхан-шыва вара хăтлăлатма йышăннă. Чăваш Республикинчи ипотека корпорацийĕн тĕп директорĕн канашлуçи Юрий Тульчев каланă тăрăх, проекта хатĕрленĕ чухне пур япалана та шута илĕç. «Йывăçсене ытлашши тĕкĕнмĕç, сыхласа хăварĕç», – палăртрĕ вăл