Добавить
Уведомления

Ăмăртăва хатĕрленеççĕ

Чăваш Ен тĕп хулинче пĕрремĕш хут шахбокспа Гран-при турнирĕ пулать. Ăмăрту авăн уйăхĕнче, çĕршыври шахмат чемпионачĕн суперфиналĕ шайĕнче иртет. Тупăшăва тăватă регион спортсменĕсем хутшăнаççĕ. Вĕсем шахбокспа Раççейре чи вăйлисен шутне кĕреççĕ. Вĕсенчен пĕри – чăваш каччи. Шахмат тата бокс. Кĕскен каласан, шахбокс. Тăватă минут шахмат вылямалла, кайран тепĕр икĕ минут ринга тухмалла. Спортăн икĕ тĕсĕнче те ăсталăх кăтартакана тупма çăмăлах мар. ГЕННАДИЙ ЕГОРОВ: «Хальхи вахăтра питĕ аталанма ачасене валли тĕрлĕ меслет пур. Компьютер енĕпе тата ытти технологипе. Ку шахмат вăл ăс-тăн пулмасан пуçра шухăшлама пĕлмесен ăна компьютерпа выляймастăн. Бокспа шахмат иккĕшĕ те интеллекутуаллă вăйă тесе шутланаççĕ. Çавăнпа та шахбокспа ăмăртусене хутшăнма пирĕн Дима Прокопьев çĕнсе илчĕ путевка». Дима Прокопьев ачаранах шахматла выляма юратать. 7 çултан вара ирĕклĕ майпа кĕрешме пуçланă. 8-мĕш класра пĕлӳ пухнă чухне бокспа туслашнă. Çĕршывра шахбокс вăй илме пуçласан ку енпе ăмăртусене хутшăнма татăннă. Хăйне евĕрлĕ вăйă. Кунта ринга тухса боксла çапăçни çеç мар, пуçпа нумай шухăшламалла. «Мĕнле çапмаллине те, шахмат кĕлеткисене ăçталла куçарсан лайăхрах пулни пирки те пуçра тытмалла», – тет каччă. Халĕ çамрăк хĕрсех амăртусене хатĕрленет. Бокспа Чăваш Ен чемпионĕ, кикбоксингпа Атăлçири чемпион – рингри тупăшу ăна хăратмасть. Димăна ытларах шах тата мат лартасси шухăшлаттарать. Кунта ăна Геннадий Егоров тренер тата шахматла выляссипе Чăваш Республикин чемпионĕ ята тивĕçнĕ Ангелина Козлова пулăшаççĕ. Шахбокса хутшăниччен вăхăт пĕр уйăх кăна юлчĕ. Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Дмитрий Прокопьевăн Пушкăртри, Кабардин Балкаринчи, Челябинскри спортсменсемпе тупăшма тивĕ. Алина Сусметова, Милена Алексеева, Георгий Кривошеин

12+
52 просмотра
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии