Çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕр
Вĕрентӳ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленсе çитни-и? Кун пирки хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе тимлекен регионти комиссийĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç. Республикăри вĕрентӳ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ вĕренӳ ҫулне пĕтĕмпе 791 пĕлӳ çурчĕ хатĕрленсе ҫитнĕ. Тĕрĕслев ҫав тери тĕплĕ иртнĕ. Кадрсем çитнипе çитменнине тишкернĕ, шкулсенчи пурлăхпа техника никĕсне тĕрĕсленĕ. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси малти вырăнта плнă. Видеосăнавсене вырнаҫтарнине те тимлĕхе илнĕ. Хутса ăшăтмалли тапхăра вĕрентӳ учрежденийĕсем менлерен хатĕрленнипе кăсăкланнă. 31 шкула кăҫал тĕпрен юсама палăртнă. Вĕрентӳ учрежденисен тулаш енне çĕнетнĕ, çурт ҫивиттисене тата урайсене улăштарнă. Федераци хыснинчен объектсене çĕнетсе улăштарма пĕтĕмпе 2 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Вĕрентӳ учрежденийĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе ĕçлекен яваплă çынсен пĕлĕвне ӳстермеллине те палăртрĕç ларура. Муниципалитетсенче дежурнăй диспетчер службисем йĕркелесе яни те ĕçе чылай çăмăллатать. Ку ĕнтĕ мĕн пулса иртнине вăхăтра пĕлсе тăма май парать. «Хăрушлăхсăр хула» программа пулăшнипе те йĕркене пăснă тĕслĕхсене тӳрремĕнех видеосăнав урлă тишкерме пулать