Мускавра - «Ылтăн кĕркунне»
Çулсерен Мускавра «Ылтăн кĕркунне» агропромышленность куравĕ иртет. Кăçалхипе ăна 24-мĕш хут йĕркеленĕ. Ял хуçалăх тытăмĕнчи çитĕнӳсемпе, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарас тĕллевпе унта тĕрлĕ предприятисем хутшăнаççĕ. Куравăн пленарлă сессийĕсенче малашнехи тĕллевсене уçăмлатаççĕ. Раççей Федерацийĕн правительствин председателĕ Михаил Мишустин, çĕршыври ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев, усламçăсем, ăслăлăх ĕçченĕсем апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ çинчен калаçрĕç. «Ылтăн кĕркунне» курава Чăваш Енрен те сумлă йышпа хутшăнчĕç.