Киномобилĕн черетлĕ ярăмĕнче - «Варшавская мелодия»
Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ киномобильпе усă курса куракансене совет тапхăрĕнче, хальхи вăхăтра ӳкернĕ кинофильмсемпе, спектакльсемпе паллаштарас ĕçе малалла тăсать. Çамрăксем аслă шкултан тухмасăрах билет илсе тăкакланмасăр илемлĕ кино курма май пулнăшăн савăнаççĕ. Хальхинче сеанс Мускав политехника университечĕн Шупашкарти институтĕнче иртрĕ. Яш-кĕрĕм «Варшавская мелодия» курчĕ. Чăваш Ен наци телекуравĕн ĕçченĕсем Артем Васильевпа Олег Алексеев ир-ирех «Чăвашкинăран» киномобиль хатĕрне илсе тухса Мускав политехника университечĕн Шупашкарти институтне çул тытрĕç. Зала студентсем вырнаçса лариччен аппаратурăна пухса хатĕрлемелле, кинолентăна кăтартма хатĕррине тĕрĕслемелле. ЮЛИЯ ФЕДОТОВА: «Пирĕн, студентсен кинтеатрсем тăрăх çӳреме вăхăт çук. Çавăнпа питĕ лайăх, киномобиль вĕреннĕ çĕре килнĕ. Питĕ интереслĕ». АЛЕКСАНДР ЕГОРОВ: «Кунта кино кăтартни питĕ лайăх. Аякка каймасăрах кино кăтартаççĕ. Укçа пĕтермелле мар. Усăллă кино». Кинофильмра вырăс каччипе Польша хĕрĕн телейсĕр юратăвĕ çинчен сăмах пырать. Ют çĕршыв çыннипе çемье çавăрма юрамасть тесе саккун тухнине пула савнисем пĕрлешеймен. 10, 20 çул иртсен те вĕсем пĕр-пĕрне юратма пăрахман, вĕсен вĕри туйăмĕсем иксĕлмен. Çапах та саккуна пăсма та хаюлăх çитереймен, иккĕшĕ те пĕрле пулайманнипе нушаланнă. Польша хĕрĕ тĕнче шайĕнче чаплă, сумлă юрăç пулса тăнă. Арçын вара ирĕксĕрех хăйĕн çĕршыв çыннипе çемье çавăрнă. ВЕРОНИКА АНДРЕЕВА: «Çак спектакль мана килĕшрĕ. Эпир, паллах, çамрăксем ытларах комеди пăхатпăр. Киномобиль пирĕн института килнĕ. Пире питĕ усăллă». Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ киномобильпе кино, спектакль курас кăмăллисем патне республикăри кирек хăш кĕтесе те çитме пултарать. Черетлĕ сеанса хăвăр патра йышăнас кăмăл пулсан 8(8352) – 56-54-54, 104 хушма номерпе шăнкăравламалла