Добавить
Уведомления

Чăваш Енрен хĕрӳллĕ салампа

Ятарлă çар операци пынă вăхăтра Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кăмăл-туйăмне хавхалантарма республикăра пурăнакансем тĕрлĕ пуçарулăх акцисем йĕркелеççĕ. Муркаш районĕнчи Зина аппа евĕр хастарсем ăшă нуски, алсиш çыхаççĕ пулсан Шупашкарти шкулсенче вĕренекенсем салтаксем валли çыру шăрçалаççĕ, тĕрлĕ хӳтлĕх палли ăсталаççĕ. 2-мĕш классен çав тери пĕлтерĕшлĕ урок паян. Вĕрентекен вĕсене 1 метр хĕрлĕ çип, шăрçа илсе килме хушнă. Асамлă вăчăрана çĕршыв хӳтĕлевçисене парнелес çĕкленӳллĕ кăмăлпа пуçăнчĕç çак пĕлтерĕшлĕ те сăваплă ĕçе. РЕГИНА КУБАЙКИНА: «Раççей салтакĕсене хавхалантарас тĕллевпе Шупашкарти 40-мĕш шкулта вĕренекенсем çакăн пек хӳтлĕх хатĕрĕсем хатĕрленĕ. Çав тĕллевпе вĕсем хĕрлĕ çип илнĕ – вăл хӳтлĕх палли, тата 15 ахах мерчен чикнĕ – вăл тасалăх палли шутланать. Кĕçех вĕсене Донбаса ăсатĕç». Технологи урокĕнче 23 ача пулчĕ. Шăпăрлансем тăрăшсах ахах мерчен шăрçине çиппе тирсе кĕртрĕç. Тĕвĕ хыççăн тĕвĕ çыхса çирĕплетрĕç. Хăшĕ-пĕри килĕнчех çак ĕçе ашшĕ-амăшĕпе пурнăçланă. Тăрăшсах хатĕрленĕ вĕсем çак парнесене, мĕн пур чун хавалĕпе. ТАТЬЯНА НИКИФОРОВА: «Эпир шанатпăр, ку пĕчĕк парне пирĕн чунри мĕн пур ырă туйăмлă шанчăк палăртать. Эпир ку вăчăрасене тата çырусене салтаксем валли Данбаса яма хатĕрленетпĕр». Паттăрсене сума суса, чăтăмсăррăн ырă-сывă таврăнасса кĕтнине пĕлтерсе çырусем шăрçаланă. «Салтак валли çыру» акцие шкулта вĕренекенсем йышлă хутшăннă. Акă Ярина, амăшĕпе пĕрле пĕр палламан çынна йывăр вăхăтра хавхалантарса çунат хуштаракан йĕркесем çырнă

12+
44 просмотра
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии