Добавить
Уведомления

Сусăрсене ĕçпе тивĕçтерес йĕрке улшăнать

Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен сусăрсене ĕçе илекен предприятисене улшăну кĕтет. Унччен маларах вĕсем квотăпа килекен çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелле пулнă. Халĕ вара ун пек специалистсене илме май çук пулсан тепĕр усламçăпа çак организаци килĕшӳ çирĕплетме пултарать. Документа ирĕклĕ майпа çырмалла. Унта сусăрсен шутне, шалу виçине, ĕç вырăнне йĕркелени çинчен çырса пĕлтермелле. Халиччен республикăри 96 сусăра ĕçе илнĕ. 19 организаци ку енĕпе вăй хурать. Тепĕр 7 пĕрлешӳ 77 сусăра квотăпа илме хатĕррине пĕлтернĕ. Республикăра «Çамрăк сусăрсене ĕçпе тивĕçтерме пулăшасси» программа пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн 18-44 çулхи çынсене предприятие йышăнсан, унăн ĕçне тимлекене, вĕрентекене хушма укçа тӳлеççĕ. Ку енĕпе республика бюджетĕнчен 891 000 тенкĕ ытла уйăрнă

12+
26 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии