Добавить
Уведомления

Шупашкарти çурма марафон

Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта çурма марафон иртет. Унта çĕршывăн тĕрлĕ тăрăхĕнчен пин ытла спортсмен хутшăнма палăртать. Вĕсем 5, 10, 21 çухрăма чупаççĕ. Çăмăл атлетикăна юратакансене Шупашкар кӳлемĕшĕ йышăнĕ. Артем Семенов темиçе çул каялла 90 килограмм йывăрăш пулнă. Хăйне япăх туйнăран чупма пуçланă. 65 килограмм таять вăл халь. 2020-мĕш çултанпа Шупашкарта 7 юлташĕпе пĕрле «дайхарт» ют чĕлхерен куçарсан - «Çирĕп мăйăр» ушкăна йĕркеленĕ. Вĕсем Шупашкар урамĕсем тăрăх канмалли кунсерен хĕвел тухичченех чылай çухрăма парăнтараççĕ. Шупашкрата иртекен çурма марафона Раççейри мĕн пур регионтан пурĕ 650 спортсмен хутшăнма палăртать. Чи кĕçĕнни – 18-та. Чи асли – 75-ре. Тĕрлĕ предприятире вăй хуракансен пĕрлештернĕ 11 команди тупăшура вăй виçет. Старта 9:00 сехетре тухаççĕ. Ачасене хавхалантарас тĕллевпе 12:30 минутра 700 метр чуптараççĕ. Шупашкарта иртекен çурма марафонра пĕр тӳре пулать. Чупакансен вăхăтне электронлă майпа тĕрĕслеççĕ. Ăмăртăва ирттерме 70 волонтера явăçтарнă. 10, 21 километр чупакансене асăнмалăх футболка парнелеççĕ, медальпе чыслаççĕ. Шыв ĕçмелли, апатланмалли чарăнусем пулаççĕ. «Шупашкарти çурма марафон çулĕ ытти хуларисемпе танлаштарсан чи лайăххи тесе шутлатпăр. Туллă-сăртлă вырăнсем нумай мар, çул пĕр шайра», – тет çак ăмăртăва йĕркелекен Михаил Павлов. Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртекен çурма марафон Шупашкарта, Чăваш Енре, Раççейре пурăнакансене пĕрлештерекен спорт уявĕ пуласса шанать вăл. Малашне ăна çулсерен ирттерме палăртнă. Куракансене те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ çурма марафон чупăвĕнче. Регина Кубайкина, Игорь Зверев

12+
25 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии