Добавить
Уведомления

Пулăшу анлăланать

Мобилизациленисене кӳрекен пулăшу анлăланать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче кун пирки Хушу кăларчĕ. Украинăри çар операцине хутшăнма мобилизациленĕ ентешсене пулăшмаллли çинчен каланă Хушура. Çĕршыв хӳтĕлевçисен ачисем вĕренеççĕ пулсан вĕсене кунне икĕ хутчен тӳлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтермелле. Ку çеç те мар, вĕсене тата уйăхсерен стипенди параççĕ. Вăл 2 000 тенкĕпе танлашать. Кружоксене, секцисене çӳреме, ытти хушма вĕрентӳ программисемпе ăс пухма та вĕсен майсем пулĕç. Çавăн пекех ятарлă çар операцисене хутшăнакансен ачисем культура тата физкультурăпа спорт учрежденийĕсене çӳренĕ чухне çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ. Салтаксен çемйисене тӳлевсĕр юрист пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ, енчен те ниçта та вăй хумаççĕ пулсан ĕç вырăнĕ тупма пулăшаççĕ. Психолог сĕнĕвĕсемпе те усă курма пултараççĕ салтаксен çывăх çыннисем. Газ кĕртессипе ĕçсем пурнăçланă чухне те тĕрев лекет. Кăçал кăвак çулăм мĕнле çуннине тишкерекен хатĕр туянсан тăкакланнин пĕр пайне каялла тавăрса парĕç.

12+
63 просмотра
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии