Ӳнер шкулĕ уçăлчĕ
Юрă-кĕвĕ инструменчĕпе калама, ташлама тата ӳкерме вĕрентĕç. Шупашкар хулинчи «Кăкшăм» микрорайонта çĕнĕ ӳнер шкулĕ уçăлчĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ умĕн ку пуриншĕн те пысăк парне пулчĕ. Ултă çулти Мария Рузавина полька «Карабас» кĕввине вылять. Ăна пурте тимлĕ итлеççĕ, сăнаççĕ. Пысăк хăнасем кĕрсен те Маша çухалса каймарĕ, асамлă кĕвĕ çеммипе кашнин чун хĕлĕхне хускатма пултарчĕ. Музыка тĕнчипе Маша нумаях пулмасть туслашнă. Юрă-кĕвĕ илемне туйма ăна асламăшĕ хăнăхтарнă. ИРИНА РУЗАВИНА: «Пирĕн ача кунта фортепианопа вылять. Унăн асанне Рузавина Людмила Васильевна ятлă пулнă. Вăл юрăпа ташă ансамблĕнче юрланă. Çавăпна эпир пирĕн ачана шкула фортепианопа выляма пама шутларăмăр. Пирĕн тата пĕчĕк ача пур. Кăçал вăл кунта ӳнер шкулне каять». Маша малашне тин уçăлнă шкула çӳреме пуçлĕ. Амăшĕ каланă тăрăх, вĕренӳ учрежденийĕ пурăннă çуртран инçех мар вырнаçнă, унта çуран та çитме пулать. Унччен çӳренĕ шкула лекме вара темиçе маршрут улăштарма тивнĕ. Çĕнĕ микрорайонта ӳнер шкулĕ уçăлнипе ыттисем те кăмăллă. Кунта тĕрлĕ енлĕ аталанма пулать. ИРИНА МИХАЙЛОВА: «Музыка енчен, ӳкерме вĕрентесшĕн графический планшетсем çинче, балет класĕ уçасшăн, эстрада инструменчĕсем çинче калама вĕрентесшĕн, вĕрсе каламалли инструментсем çинче тата халăх инструменчĕсем çинче калама вĕрентесшĕн. Чи палли çакăнта – чăваш кĕсли». Шкула уçма республика тата хула хыснисенчен 12 миллион та 600 000 тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен виçĕ миллионне музыка инструменчĕсене илме тăкакланă. Ӳнер шкулĕ çĕнĕ микрорайонта уçăлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Уроксем хыççăн таçта аякка инçе каймалла мар, вăхăт та сая каймасть. «Ачасен те юрă-кĕвĕ тĕнчипе çывăхрах паллашма май пур», – палăртрĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева. Вăл хăй те çак микрорайонта ӳснĕ. «Ача чухне ӳнер шкулне хула тепĕр енне çӳренĕ. Хальхи ачасен вара юнашарах, ку савăнтарать», – терĕ вăл