Комсомольскисем малта пулма хăнăхнă
Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче Комсомольски районĕнче ача-пăча спорт шкулне çӳрекенсене çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ. Чӳк уйăхĕ тĕлне кунта футбол уйĕ уçма палăртаççĕ. Строительство мĕнле пынипе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ. Республикăри адреслă инвестици программипе усă курса Каçал енре 10 000 тăваткал метр лаптăкра футбол стадионне, чупмалли çулсем хута яма палăртнă. 60 метр сарлакăш, 90 метр тăршшĕ пулать çĕнĕ стадион, унта синтетика кавирне сараççĕ. Çамрăк футболистсене ăсталăхне туптама пур енлĕн майсем туса парасшăн. Подрядчик хăйĕн тивĕçне яваплă пурнăçлани сисĕнет. ВАЛЕРИЙ ДЕНИСОВ: «Яланах иртен пуçласа каçчен çак объект çинче тракторсем те ĕçлеççĕ. Малтан камазсем турттараççĕ çĕрсене, кайран щебеньсем турттараççĕ. 15-мĕш ноябрьте срокра памалла объекта». Вак чулсене халĕ пусарса таптаççĕ. Унтан газон сараççĕ. Çăмăл атлетсем валли çĕнĕ çулсем хатĕрлесе параççĕ. Вĕсен тăршшĕ 375 метр. Ку адреслă инвестици программипе пурнăçланакан 11-мĕш футбол стадионĕ пулать. Çак проекта пурнăçлама 30 миллион тенкине республика бюджетĕнчен хывнă. Тепĕр миллион çурă тенкине районтан пăхса хăварнă. ВАСИЛИЙ ШОРКИН: «Пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк кунти стадион тунипе. Стадион пулсан пирĕн футболистсем выляма пултараççĕ. Комсомольскисем яланах малта пулнă». «Кĕтне» ача-пăча спорт шкулĕ лапамĕнчех ГТО нормине пурнăçлас кăмăллисем вăхăта сая ямасăр ăсталăха туптаççĕ. Кĕçех çĕнелнĕ ача-пăча лапамĕ те пепкесене йышăнма пуçлать. Регина Кубайкина, Юрий Марков