Асăрханăр, ачасем!
«Ачасене турттаракан водительсем – асăрхануллă пулăр». Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем паян Шупашкар урамĕсенче çакăн пек чĕнӳпе ĕçлерĕç. Республика акцийĕ вĕренӳ учрежденийĕсен çывăхĕнче, çул-йĕр инкекĕ час-часах пулакан вырăнта иртрĕ. Шупашкарти 10-мĕш шкулта вĕренекен Александр Балдин тантăшĕсемпе акцие питĕ тĕплĕ хатĕрленнĕ. Светофор тĕсĕсене палăртса ӳкерчĕк тунă. Ăна вăл руль умĕнче ларакана парнелерĕ. Çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Çул çинче яланах асăрхануллă пулмалли паллă ĕнтĕ. Ятарласа тунă вырăнта тата умра хăрушлăх çуккине курса ĕненнĕ хыççăн тин çул урлă каçмалла. Çак ансат йĕркене пĕчĕккисем ăша хывнă ĕнтĕ. Профилактика ĕçне вăйлатнă май шкул ачисем, водительсем асăрхануллăрах çӳреме пуçланине палăртаççĕ инспекторсем. ЕВГЕНИЙ АНДРЕЕВ: «Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 9-мĕшĕччен пирĕн республикăра «Асăрханăр, ачасем» акци иртсе пырать. Çак акцинче эпир водительсене вĕсен çул çинче асăрхануллă пулмиллине, çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине калатпăр. Паян çак акцинче эпир шкул ачисемпе водительсене татах çул çинче асăрхануллăрах пулччăр тесе асăрхаттарасшăн. Аслисен айăпĕпе час-часах инкексем пулаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем машин çинче çӳренĕ чухне пешеходсене ирттерсе ямаççĕ е ачасем суранланаççĕ ремень çыхăнманнипе». Çулталăк пуçланнăранпа республикăра çул-йĕр çинче сиксе тухнă 81 аварире ачасем пулнă, 2 ача вилнĕ, 95-шĕ суранланнă. Асăрхаттару ĕçне вăйлатнă май Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче кашни ачан пирĕштийĕ çумра çӳрессе шанаççĕ çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем. Елизавета Цветкова, Николай Скворцов