Добавить
Уведомления

Укçа тӳлемеççĕ

Ĕçлеттерен пулсан – тӳле. Анчах та çакна тума пурте васкамаççĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцине шалу вăхăтра тӳлеменнипе 325 çын çăхав çырнă. Ку енпе 56 тĕрĕслев ирттернĕ. 59 должноçри çынна административлă явап тыттарнă, 27 пĕрлешӳ тата çичĕ усламçăна штраф тӳлемелле тунă. Укçа тӳлемен тĕслĕхсем чылай тытăмра пур. Ĕçпе тивĕçтерекенсем шалăва чылай вăхăт памасан вĕсене сутпа тӳлемелле тăваççĕ. Паянхи куна 2150 ĕç пăхса тухса 37 миллион тенкĕлĕх шалу парăмне тӳлеттернĕ. Республикăра килĕшӳ çырмасăр ĕçлекенсем те тимлĕхре. Вĕсен шучĕ чакать пулин те хальлĕхе çапах пур. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Фермер хуçалăхĕсем çынсене ĕçе илнĕ чухне тĕрĕс договор тумасăр ĕçлеттереççĕ. Пурте пĕлетпĕр, конвертпа укçа параççĕ те кайран. Калаçса татăлтăмăр тесе шутлаççĕ. Çак ĕçпе пирĕн кĕрешмелле. Кун пекки пулмалла мар, паллах. Ĕçлекен çынсен стажĕ пулмасть. Кайран пенси пирки те шутламалла малашне. Çавăнпа пурин те официаллă килĕшÿ туса кăна ĕçлеме тăрăшмалла хуçалăхсенче». Хуçалăхшăн кăна мар, харпăр хăв ĕçне пуçармалла. Вĕсен йышĕ çулталăк пуçланнăранпа ултă пин ытла ӳснĕ. Ку патшалăх хăйсем çине ĕçлекенсене пысăк çăмăллăхсемпе тивĕçтернипе çыхăннă. Ял хуçалăх тытăмĕнче халĕ 26 000 çын вăй хурать. Вĕсем кашниех тивĕçлĕ шалу илесшĕн. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Паянхи кун ĕç укçи тӳлесен ĕçлекен тупма пĕрех çăмăлрах. Хăш-пĕр районсенче ял хуçалăхĕнчи зарплата экономикăрирен те пысăкрах. Палăртса хăвармалла, пилĕк-ултă çул каялла ял хуçалăхĕнче зарплата, экономикăрипе танлаштарсан, 55 процент шайĕнче пулнă. Паянхи кун 80 процент». Республикăра ял хуçалăх тытăмĕ çирĕппĕн аталанать. Çĕр ĕçченне пулăшма кăçал тăватă миллиард та тăватçĕр миллион тенкĕ уйăрнă. Çулталăк вĕçлениччен тата 500 миллион памалла. Ку укçана шалăва ӳстерме те ямалла. Иртнĕ çулта ял хуçалăхĕнче 112 инвестици проектне пурнăçланă, 190 ĕç вырăнĕ тунă. Кăçал та çакăнтан сахал мар йĕркелеме палăртаççĕ. Алексей Зотиков, Павел Иритков

12+
30 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии