Добавить
Уведомления

11 çул юратнă кураканпа пĕрле

11 çул юратнă кураканпа пĕрле. Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен наци телекуравĕ хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Талăкĕпе ĕçлекен информаци хатĕрĕ кунсеренех республикăра тата унăн тулашĕнче пурăнакансене кăсăклă кăларăмсемпе паллаштарать, пĕлтерĕшлĕ пулăмсене тӳрĕ эфирта кăтартать. Чăваш Ен наци телевиденийĕ 11 çул каялла пĕрремĕш хутчен куракан умне тухнă. Çак пулăм уйрăмах ял-хулара пурăнакансене савăнтарнă. Талăкĕпех ĕçлекен, чăвашла тата вырăсла кăларăмсемпе паллаштаракан пуян телеканала вĕсем чылай кĕтнĕ пулнă. Халĕ вара наци телевиденийĕ вăхăтпа пĕр тан утма тăрăшать. Пултаруллă, хастар журналистсем, операторсем, режиссерсем яланах аталанма тата çĕннине шырама хатĕр. ИРИНА ИЛЬИНА: «Эпĕ телевиденире 4 çул ĕçлетĕп, монтаж тăватăп, питĕ интереслĕ ĕç. Яваплăх нумай, чи илемлĕ кадрсене, чи лайăх кадрсене пĕтĕмпех пăхса тухса, суйласа лартмалла, сюжет пуçтармалла, программăсем пуçтармалла». Хыпарсем, ача-пăчапа çамрăксем, аслă ăру çыннисем валли хатĕрлекен кăларăмĕсем, концертсемпе саламсем, тӳрĕ эфирсем. Хĕвел паллиллĕ канал кашни телекураканах хăйĕн ăшшине парнелеме тăрăшать. Туслăхпа, пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлени йывăрлăхсене хыçа хăварса пысăк çитĕнӳсем тума май парать. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Кăçал командировкăра питĕ нумай пулнă, Чĕмпĕр хулине тухса кайрăмăр пĕр эрне кун, ирхи 4:00 сехтре тухса кайрăмăр, каялла эпир каçхи вунă сехетре килтĕмĕр. Темĕнле самант та пулса иртнĕ, паллах. Çумăр-и, çил тăман-и, хĕвел пăхать-и, эпир яланах çул çинче. Эпир хыпарсене оперативлă майпа çитерни вăл мана савăнăç кÿрет». Чăваш Ен наци телевиденийĕ малашне те куракансен чи шанчăклă юлташĕ пулĕ. Вăл ачасене те, аслисене те çĕнĕрен те çĕнĕ проектсем парнелĕ.

12+
81 просмотр
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии