Добавить
Уведомления

Тухăç пӳлмене кĕрет

Вырмана вĕçлемелле, кĕрхи валли çĕр хатĕрлемелле, пахча-çимĕç пухса илмелле – ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен халĕ хĕрÿ тапхăр. Республикăри 10 районта çĕр улми кăларма пуçланă. «Иккĕмĕш çăкăра» хальлĕхе 400 гектар çинчен пухса илнĕ. Вăтамран гектартан 200 центнер тухса пырать. Комсомольски районĕнче вара çак кăтарту икĕ хута яхăн ытларах – вăтам тухăç кунта 356 центнерпа танлашать. Чул татки, авăр, тăпра муклашки – транспортер çинче çĕрулмипе пĕрле темĕн те пур. Вĕсене хăвăрт илсе ĕлкĕрмелле. Алăсем пĕр чарăнми хусканура, вĕлт те вĕлт выляççĕ. Кассăн-кассăн çумăр çуса кайни пирки шухăшлама вăхăт та çук. Ирхине 6:00 сехетрен пуçласа 15:00 сехетчен Наталия Волкова ĕçтешĕсемпе пĕрле конвейер çинче тăрать. НАТАЛИЯ ВОЛКОВА: «Сезон вăхăтĕнче улмаран пуçлатпăр та чĕкĕнтĕр, кишĕр, купăста. Çуркунне пĕтеретпĕр. Йывăррине чăтса ирттерме пулать ĕнтĕ пĕр вăхăтра кăна. Сивви те пулать, çумăрĕ те пулать. Сивĕ чухне ăшăрах тăхăнма тăрăшатпăр ĕнтĕ». Çĕр улми кăларакан комбайн çинче кашнийĕн хăйĕн тивĕçĕ. Механизаторăн та яваплăх пысăк. «Иккĕмĕш çăкăр» касăлса тухĕ е çук - çак хурçă ута мĕнле тытса пынинчен килет. Кунта вара ятарлă техника та пулăшать. ВИКТОР ВЛАДИМИРОВ: «Трактор çинче компьютер ларать. Вăл транспортерсем ĕçлеме чарăнсан улма тулса ларнине кăтартать. Унтан бункера пăхса пыран ĕнтĕ касăк улмасем тухмаççĕ-и. Касăккисем пулсан пĕртак çĕççине антаран. Йăрансене тӳрĕ тытса пырса аяккине кайса касăк улмасем ан кĕччĕр тесе тăрăшатпăр». «Ред Скарлетт», «Коломбо», «Ривьера», «Гала» – 700 гектар çинче çĕрулмин тĕрлĕ сорчĕ çитĕннĕ, вĕсенчен 250 гектарĕ – вăрлăх. Хуçалăх çĕр улми ани çине эрне пуçламăшĕнче тухнă. Хальлĕхе 50 гектар çинчен иккĕмĕш çăкăра пухса та илнĕ. Транспорт хыççăн транспорт хиртен пӳлменелле каять. КОНСТАНТИН КРАСНОВ: «Ку хуçалăхра эпĕ 9 çул ĕçлетĕп, кĕркунне эпир кашни çул çĕрулми турттаратпăр. Кунне пĕр 5-6 рейс пĕр сменăра тăватпăр. Эпĕ иккĕмĕш сменăра ĕçлетĕп, анчах кăнтăрлахипе танлаштарсан пĕрех йывăртарах каçпа ĕçлеме. Камаза пĕр 12-13 тонна кĕрет». Хуçалăхра тăрăшакансене çумăр çуни те чăрмантармасть. Техникăна пĕр сехете те чармаççĕ кунта. ЮРИЙ ЕМЕЛЬЯНОВ: «Çумăр çуни вăл пире лайăх та, мĕншĕн тесен халь çĕр типĕ. Вăл чул евĕрлĕ хытса кайнă. Çумăр çурĕ пулсан çемçетет. Паянхи кун пирĕн хирсенче 4 комбайн ĕçлет. Çитес кунсенче тата кăларса пыратпăр. 7 комбайн кăларма шанса тăратпăр. Тухăçĕ иртнĕ çулхисенчен лайăхрах тесе шутлатпăр». Çĕрулми кăларнă çĕрте икĕ бригада ĕçлет. Пĕрисем кашни кун ирхине ултă сехетрен пуçласа каçхи ултă сехетчен тăрăшаççĕ. Иккĕмĕш бригадăра вара ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ – ирхи ултă сехетрен пуçласа виçĕ сехетчен тата виçĕ сехетрен пуçласа çĕрле вун икĕ сехетчен. «Вăраха тăсăлакан çумăрччен тухăçа пухса илмелле» – пурте çак тĕллевпе ĕçлеççĕ кунта. Алина Сусметова, Николай Скворцов

12+
9 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии