Наркотиксен серепине лекнисен шучĕ ӳснĕ
Чăваш Енре наркăмăшлă хутăшпа усă куракансен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1 процент çурă ытларах ӳснĕ. Сиенлĕ хутăш витĕмĕнче – 1369 çын пулине палăртнă. «Шурă вилĕм» çулĕпе утакансен йышĕнче çул çитмен ачасем те пур. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен шучĕ 29-па танлашнă. Кун çинчен Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕнче палăртрĕ. Наркотиксен серепине час-часах çул çитмен ачасем тата аслă шкулсенче вĕренекенсем çакланаççĕ. Вĕсене «шурă вилĕм» çулĕ çинчен вăхăтра пăрас тĕлĕшпе вĕренӳ çурчĕсенче социаллă тата психологи тесчĕсем ирттереççĕ. Чăваш Республикин вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров палăртнă тăрăх иртнĕ çулхи тĕрĕслевре 9 муниципалитетри пĕтĕмлетӳсем вăтам кăтартусенчен пысăкрах пулнă. Элĕк районĕ вара уйрăм тимлĕхрĕ. Унти шкулсенчи тест кăтартăвĕ кирлинчен 10 процент ытларах пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çак ыйтăва Элĕк район администрацийĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Лидия Никитинăна тишкерсе пĕлтерме ыйтрĕ. Ларура профилактика ĕçне ирттересси çинчен те сăмах пулчĕ. Мероприятисен планне тата вĕсене йĕркелесе ирттернине муницпалитетсем сайтсенче, социаллă тетелсенче тулли информаципе палăртмаççĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕлĕшпе муницпалитет влаçĕсен сайчĕсене тимлес ĕçе йĕркелемеллине те каларĕ Олег Николаев