Тинех çул уçă, анчах сылтăм енче çеç
Шупашкарта Граждански урамĕпе халăха турттаракан транспорт çӳреме пуçларĕ. Хальлĕхе сылтăм енчи çула уçрĕç. Строительсем халĕ сулахайĕнчи çула юсама пуçларĕç. Машина хыççăн машина чупать такăр асфальт çулпа. Водительсем савăнăçне пытармаççĕ. Граждански урамĕн сылтăм енĕпе халь чăрмавсăр çӳреме пулать. Юпа уйăхĕнче сулахай енчи çула та уçма палăртаççĕ. Паян 61-мĕш шкул патĕнче çĕре хырма пуçланă та. Ĕçсене тапхăрăн-тапхăрăн ирттереççĕ, çуран çӳрекенсем валли те çул тӳрех туса пыраççĕ. Çул уçăлнă хыççăн, халăха турттаракан транспорт маршручĕсем те улшăнаççĕ. Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнчен автобуссемпе троллейбуссем çĕнĕ йĕркепе çӳреççĕ. 5-мĕш номерпе çӳрекен автобуссем «Энтузиастсен – Граждански – Чернышевски – Энтузиастсен» маршрутпа кайĕç. 7-мĕш автобусăн та çулçӳревĕ урăхланать – «Энтузиастсен – Чернышевски – Граждански – Эльмен – Энтузиастсен» урамĕсемпе каять. 26-мĕш автобус çине ларсан «Энтузиастсен – Чернышевски – Граждански – Эльмен – Энтузиастсен» урмĕсемпе çӳресе малалла малтанхи схемăпа каймалла пулĕ. 44-мĕш маршрут çапла пулĕ – «Финская долина» микрорайона çитес тесен тата каялла кайнă чухне Энтузиастсен, Эльмен, Граждански, Чернышевски урамĕсемпе çӳремелле. 47-мĕш маршрут та «Финская долина» микрорайона çӳрет. Энтузиастсен – Грасис – Граждански – Чернышевски урамĕсемпе кайсан каялла çак урамсемпех тухать, малалла вара малтанхи схемăпа каять. 17-мĕш троллейбус çурçĕр хĕвеланăç районне кайнă чухне Граждански урмĕпе кайса юлашки чарăну патне çитет. Каялла вара Социалистически, Чернышевски, Энтузиастсен урамĕсемпе тухать те малтанхи çулпа çӳрет. Алина Сусметова, Татьяна Молокова, Бахтияр Велиев