Ращана тасатрĕç
Çĕршывра 10-мĕш çул «Симĕс Раççей» экологи акцийĕ иртет. Чăваш Енре çак ырă пуçарăва хутшăнакансен йышĕ çулсерен нумайланса пырать. Канмалли куна пăхмасăр Шупашкарта çут çанталăка çӳп-çапран тасатма пулăшас тĕллевлисем Гузовски ращинче пухăнчĕç. Раççей шайĕнче иртекен ырă пуçарăва 85 регион хутшăннă. Шупашкарти ращана студентсем, волонтерсем, тĕрлĕ влаç тытăмĕнче тăрăшакансем, пуçарулăх пĕрлешĕвĕсен хастарĕсем – пурĕ 500 ытла çын кунсерен çынсем йышлă уçăлса çӳрекен вырăнсене çӳп-çапран тасатрĕç. НАТАЛЬЯ ТИМОФЕЕВА: «Эпир çакăн пек субботниксене тăтăшах çӳретпĕр, çак районта пурăнатпăр. Вăл таса пултăр тесе тăрăшатпăр. Субботник пулнине пĕлсессĕн пĕтĕм ĕçе пăрахса кăмăлпах тухрăмăр. Чун савăнать, çакăн пек ăрăва çут çанталăка юратма вĕрентнĕшĕн, татах та çакăн пек ĕçсем тусассăн питĕ кăмăллă пулмалла». «Симĕс Раççей» акци вăхăтĕнче кашни çул скверсене, парксене – çынсем йышлă çӳрекен вырăнсене тасатса тирпейлеççĕ. Хальхинче 10 кубла метр, пĕр КАМАЗ калăпăшĕпе танлашать ку – çӳп-çап, ванчăк, ытти кирлĕ мар япаласене пуçтарса михĕсене тултарчĕс хастарсем. Ăсталăх класĕнче çӳп-çапран тĕрлĕ вăйă хатĕрĕсем ăсталама май пуррине кăтартрĕç. Сăмахран, шашка кӳлепине. Чăваш Енре пласмаса, хута, кĕленчене уйрăм пухас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеме пуçланă. Ача садне çӳрекенсем те, шкулта вĕренекенсем те çӳп-çапа уйăрса пухнă хыççăн иккĕмĕш хут усă курса тĕрлĕ япала туса кăларма май пурри çинчен вĕренеççĕ. Субботник Чăваш Енри кашни хулапа районта иртнĕ. Раççейре пурăнакан 13 миллион ытла çын экологи акцине хутшăннă. Çулсерен çак йыш ӳссе пырать. «Симĕс Раççее» авăн уйăхĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен кашниех хăй тÿпине хывма пултарать