Добавить
Уведомления

Ялав — мăнаçлăх палли

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕ - Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕн уявĕ. Çак кун Мускаври Çĕнтерӳ паркĕнче волонтерсем Раççей ялавне сарса хурĕç, унăн пайĕсене çĕршывăн пур тăрăхĕнчен те, çавăн пекех Луганск тата Донецк Халăх Республикисенчен, Запорожье, Херсон облаçĕсенчен илсе килеççĕ. Патшалăх ялавĕ 90 пайран тăрать. Халĕ регионсенче мăнаçлăх туйăмне хатĕрлекен хăйăва хатĕрлеççĕ. Чăваш Ен те çак пуçарăва хутшăнать. Флешмобра Алина Сусметова та пулчĕ. Кĕвĕ таврана янрать. Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра ир пулнине пăхмасăрах çын йышлă. Кунтах Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, тĕрлĕ вĕрентӳ учрежденисен тата культура ĕçченĕсем, кадетсем, волонтерсем. Вĕсене пурне те 3 метр тăршшĕ, метр çурă çӳллĕш кăвак хăю пĕрлештерет. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: "Çак флешмобра эпир Раççей ялавĕ çине çырасшăн «За Родину», «За Президента», «За российский флаг» тесе. Чăнах та ĕнтĕ, ку сăмахсем питĕ пысăк кашни çыншăн. Раççей ялавĕ пурне те пĕрлештерет. Раççейре пурăнакансене, Чăваш Енре пурăнакансене. Калас пулать, Чăваш Енре 128 национальность пурăнать. Вĕсем пурте пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Чăнах та, çак Раççей ялавĕ пурне те пĕрлештерет». «Эпир Раççее юрататпăр!», «Хамăрăннисене пăрахмастпăр!», «Çĕршывăм, малалла!», «Аталан, чечеклен, Раççей» – хăю çинче кашниех хăйĕн шухăшне, сĕнĕвне çырса хăварма пултарчĕ. Пурте вĕсем эпир аслă çĕршывра пурăннине, Раççее юратнине кăтартаççĕ, патриотла туйăм вăратаççĕ. МОРИС ЯКЛАШКИН: "Ялав вăл яланах хăйне евĕрлĕ питĕ сумлă та чĕнӳ пулса тăнă. Эпир çакăнта пулни маншăн тата пуриншĕн те питĕ пысăклă самант пулса тăрать. Пирĕн республикăра, Раççей Федерацийĕнче пурăнакансем пурте вĕсем пĕр шухăшлă пулнă, пулмалла та. Мĕншĕн тесен ялав пуриншĕн те пулса тăрать хăйне евĕрлĕ мухтавлă, тĕллевлĕ япала тетпĕр». ЗИНАИДА КОЗЛОВА: "Малтан пирĕн хĕрлĕ ялавчĕ, халь ĕнтĕ Раççей ялавĕ маншăн вăл çӳлти шайра. Эпĕ чăваш хĕрарăмĕ, анчах та эпĕ çак вырăс çĕрĕ çинче ӳснĕ. Эпир нумай нацисем хамăр Раççейре пурăнатпăр. Çавăнпа маншăн вăл питĕ хаклă япала вырăс Раççей ялавĕ». Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускавра варкăшакан калăпăшлă Раççей ялавĕнче Чăваш Енре хатĕрленĕ пай та пулĕ. Ăна çак кунсенче тĕп хуламăра çитереççĕ. Алина Сусметова, Юрий Марков

12+
57 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии