Фёдор Мадурова асăнса чӳк ирттерчĕç
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, скульпторĕ, графикĕ Фёдор Мадуров пиртен уйрăлса кайнăранпа çур çул çитрĕ. Сумлă ентешĕмĕре асăнма чăваш халăх тĕнне хисеплекенсем пуçтарăнчĕç. Ӳнерçĕ çуралса ӳснĕ Шăмăршă районĕнчи «Чăваш вăрманĕ» паркра вĕсем чӳк ирттерчĕç. Юлашки çулсенче Федор Мадуров хăйне кăсăклантаракан темăпа – халăх пултарулăхĕн, чăваш тĕнĕн ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ. Йывăçа халăхра усă куракан майсемпе касса эрешлес, авалхи палăксен ĕмĕлкисене хатĕрлес енĕпе ӳнерçĕсен хушшинче ăна çитекенни пулман. Унăн шухăшĕпе, скульптура произведенийĕсем – Турăсен çурчĕсем. Çавăнпа аваллăха чунпа туйса пурăнакан ăстаçăна чӳклесе асăнчĕç. – Пирĕн халалсем çак юпа урлă пирĕн неселсем патне çитсе пире хăват парса пыччĕр. Чăваш халăхĕ нумайланса пытăр. Аваллăха хисеплекенскер çулленех археологи экспедицийĕсене хутшăннă, тăван халăхĕн кун-çулне тĕпченĕ. 1974-мĕш çулта вара, çĕршыври чи лайăх тата пултаруллă ӳнерçĕсемпе БАМа çитсе килнĕ. Унти строительсен ĕçне тĕплĕн çутатас тĕллевпе вĕсемпе пĕрле Усть-Кутран пуçласа Звезднăй таран çуран утса тухнă. Федор Мадуровăн музей çуртне килнĕ йăхташăмăрсем ӳнерçĕ çинчен çĕнни нумай пĕлчĕç . АЙПИКЕ ГРИГОРЬЕВА: «Федор Иванович йеркеленĕ «Чăваш вăрманĕ» паркне Чĕмпĕртен килнĕ хăнасемпе пĕр сукмакпа уçăлса кайса килтĕмĕр. Курса килтĕмĕр киремет вырăнне. Стилизованный вăл, вырăсла каласан. Чăн-чăн киремет вырăнĕ мар, анчах та пĕтĕмпех ăнланмалла, питĕ хитре, йĕркеллĕ туса хунă. Хăнисем те кăмăллă. Килĕшрĕ вĕсене. Çак вырăн та питĕ хитре вырăн». СВЕТЛАНА ЛАРИОНОВА: «Паянхи экскурси пире питĕ килĕшрĕ. Эпир кăмăллă, пире лайăх кĕтсе илнĕ. Лайăх çитерсе йăла-йĕркесене кăтартни питĕ кăмăла кайрĕ». Кăмăла кайнă çеç мар, авалхи йăла-йĕркене тытса пурăнас текенсем те тупăнчĕç. Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнĕ пĕр пике чăваш ятне илме шутланă. Ят париччен чӳкçĕсем йăлине туса ирттерчĕç. Халĕ ăна чăвашла Марине тесе чĕнеççĕ». – Сирĕн пурнăç тухăçлă пултăр. Пылак пултăр тата пуян, лайăх пурăнмалла пултăр. Çак ĕçсен вăрттăнлăхĕсем Федор Мадурова несĕлĕсенчен юнпа куçса пынă ахăр. Унăн мăн аслашшĕсенчен пĕри Петербурга тунă вăхăтра I Петĕр патĕнче пушмак çĕлекен пулса ĕçленĕ, анчах тĕн енĕпе патшапа пĕр шухăшлă пулманран ăна Самар кĕпĕрнине янă. Хушамат пама тытăнсан вăл Чувашов пулса тăнă. Хăй чăваш пулнине никамран та пытарман пулсан та каярахпа йăх ятне – Матур – тавăрас тенĕ. ЕВГЕНИЙ АФАНАСЬЕВ: «Çакăн пек вырăнсене пирĕн пăрахас марччĕ. Пирĕн чăвашсен пуласлăхĕ пысăк пуль тесе шутлатпăр. Çакăн пек йăла-йĕркене хамăрта тытса пырсан, хамăр ачасене те вĕрентмелле. Хамăр мăнуксене те çапла вĕрентсе пымалла». Шăмăршă çĕрĕ çине килнĕ хăнасем ентешĕмĕр пултарулăхне тĕпчес, унăн ĕçĕсене упраса хăварас пирки чылай калаçрĕç. Аваллăха хисеплекенсем çитес çул та çак вырăнта тĕл пулма калаçса татăлчĕç. Елизавета Цветкова, Олег Цыпленков