«Çĕнтерӳ пуйăсĕ» Çĕмĕрлере икĕ кун пулĕ
Кустăрма çинчи музей. Чăваш Ене «Çĕнтерӳ пуйăсĕ» килсе çитрĕ. Вăл куракансене 2 кун Çĕмĕрле хулинчи чукун çул вокзалĕнче йышăнать. Вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçпа паллаштаракан музее кăçал экспонатсемпе те пуянлатнă. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех Юлия Адюкова каласа парать. ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Çĕнтерӳ пуйăсĕ Чăваш Ене пĕрремĕш хут килмест. Хальхинче кунта çĕнлĕхĕсем те кĕртнĕ. Сăмахран, пĕрремĕш вакун Луганск тата Донецк Халăх Республикисем çинчен. Кунта тĕрлĕ кăсăклă информаци пур. Вĕсемпе кашниех паллашма пултарать». Çĕнтерӳ пуйăсĕн паха экспоначĕсен шутĕнчи çĕнĕ куравĕнче Донбасс регионĕн историйĕпе, унăн промышленноçĕпе сайра хутра тĕл пулакан документсем урлă паллашма пулать. Вĕсене Донецк тата Луганск Халăх Республикисенчи краеведени музейĕсенчен илсе килнĕ. Курава Совет Союзĕ вăхăтĕнче пурăннă Лидия Чухрай машинист, аудиогид ирттерет. Мирлĕ пурнăçран пуçласа паянхи кун таран туйăмлăн та ĕненмелле каласа парать вăл. ЛЮБОВЬ ИСАКОВА: «Хальте ман тăрăх сивĕ чупать пек, питĕ тĕлĕнмелле, кăна курса пĕтернĕ хыççăн кайран та питĕ нумай çавăн пек шухăшласа илмелле. Пирĕн пĕчĕк хулана çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ курав килни, «Çĕнтерӳ пуйăсĕ», ман шутпа, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пек туйăнать». Видепроекторсемпе мультимеди экранĕсем, хăйне евĕрлĕ çутăсемпе сасăсем, ятарласа хатĕрленĕ сăнарсем чăнлăха манса иртнĕ вăхăта таврăнма май параççĕ. ДМИТРИЙ НИКОЛАЕВ: «Çак музейре питĕ интереслĕ экспонатсем. Вĕсем патриотлăх туйăмне ӳстереççĕ». Кăçал хушнă вакуна 18 çултан аслăраххисен çеç кĕрсе курма ирĕк пур. Ку Донбасс çĕрĕ çинче 2014-мĕш çултанпа пулса иртекен националистсен хаяр ĕçĕ-хĕлне кăтартнипе çыхăннă. «Çĕнтерӳ пуйăсĕ» Çĕмĕрле хулинче 2 кун пулать. Вăл юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче 16:20 минутчен куракансене йышăнать. Музее çитсе курас кăмăллисен маларах «поездпобеды.рф» сайтра регистраци тухмалла. Юлия Адюкова, Николай Скворцов