Добавить
Уведомления

Чăваш Ен наци телекуравĕн ĕçченĕ конкурсра палăрнă

Халăха укçа-тенкĕпе тĕрĕс усă курма, ултавçăсен серепине çакланасран асăрхаттарма вĕрентес ĕçре массăллă информаци хатĕрĕсен тӳпи те пысăк. Пирĕн эфирсенче те финанс пĕлĕвне ӳстерме май паракан канашсемпе час-часах паллашма пулать. Вĕсене «Финтеллект» кăларăмра Чăваш Ен наци телекуравĕн аслă редакторĕ Инесса Потапова каласа парать. Нумаях пулмасть вăл республика шайĕнче ирттернĕ «Финанс пĕлĕвĕн ыйтăвĕсен чи лайăх специалисчĕ» конкурсра çĕнтерчĕ. Финанс пĕлĕвĕн специалисчĕсен конкурсĕ Чăваш Енре кăçал 2-мĕш хут иртрĕ. Унта тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан 50 тытла çын хутшăннă. Пирĕн ĕçтеш, Инесса Потапова пултарулăх ăмăртăвне «Финтеллект» кăларăмсен ярăмне тăратнă. Унăн ĕçне тӳресем «Медиăри финанссем» номинацире чи лайăххи тесе йышăннă. «Финанс пĕлĕвне ăша хывакансем хăйсен пуласлăхне тивĕçлĕн йеркелеме пĕлеççĕ. Çавăнпа та çак тытăмри пĕлĕве ӳстермеллех», – палăртать Инесса. Ĕçтешĕмĕре эпир те саламлатпăр, телекуракансене çĕнĕрен те çĕнĕ, кăсăклă проектсемпе савăнтарма ăнăçу сунатпăр.

12+
53 просмотра
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии