Добавить
Уведомления

«Çĕнтерӳ диктантне» 4 мĕш хут çырчĕç

Александр Твардовский пуçне хунă Совет салтакĕ ятĕнчен çырнă сăвăри ĕç-пуç Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи хăш çапăçупа çыхăннă? Çак тата ытти ыйту çине «Çĕнтерӳ диктантне» хутшăнакансен хурав памалла пулчĕ. Палăртнă акцие çĕршывра 2019 мĕш çултанпа ирттереççĕ. Чăваш Ен те унта çулсеренех хастар хутшăнать. Кăçал республикăра диктант çырма 510 лапам йĕркеленĕ пулнă. Чăваш патшалăх университетĕнче «Çĕнтерӳ диктантне» çырасси ырă йăлана кĕнĕ. Çавăнпа та çак куна студентсемпе вĕрентекенсем уйрăмах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çулсеренех акци сумĕ те, унта хутшăнакансен йышĕ те ӳсет. Кăçал университетăн 10 корпусĕ диктант çыракансене йышăнчĕ. 600-е яхăн çын парта хушшине ларса хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕ. Вĕсене шутĕнче историпе географи факультетĕнче вĕренекен Софья Дружинина. Вăл акцие кăçалхипе 2-мĕш хут хутшăнать. СОФЬЯ ДРУЖИНИНА: «Историне пĕлмесен малашлăх çук тесе шутлатăп, çавăнпа та пирĕн, çамрăксен, çакăн пек акцисене хутшăнма тăрăшмалла тесе шутлатăп». Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паллă пулăмĕсем, историре тарăн йĕр хăварнă çынсем тата ытти те. Акцие хутшăнакансен 45 минутра 25 кăсăклă ыйтăва хуравламалла пулчĕ. Диктант пĕтĕмлетĕвне тата тĕрĕс хуравсене кашниех диктантпобеды.рф сайтра харпăр хăйĕн номерĕпе пĕлме пултарать

12+
44 просмотра
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии