Добавить
Уведомления

Кадр ыйтăвĕ çивĕч

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕн тĕллевĕсене палăртрĕç, иртнине пĕтĕмлетрĕç – паян вĕрентÿ ĕçченĕсен йăлана кĕнĕ конференцийĕ иртрĕ. Унта вĕрентӳ тытăмĕнче тăрăшаканĕсем, тĕрлĕ экспертсем, ĕç ветеранĕсемпе влаç çыннисем хутшăнчĕç. Кӑҫал тĕл пулăва шулсенче воспитани ĕҫне тӗрĕс йĕркелессине халалланӑ. Вĕрентӳ тытӑмĕнче чи ҫивӗччисенчен пĕри – кадр ыйтӑвĕ. Ҫулсеренех республикӑри шкулсенче тĕрлĕ предметпа пĕлӳ паракан 800 яхӑн учитель кирлĕ. Ҫак ыйтăва татса парас тĕллевпе ытларах ĕҫлемеллине палӑртрĕ Чăваш Енри вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров. «Земство вĕрентекенĕ» программа ку енĕпе улшăнусем кĕртме май парать. Педагогика конференцине пухăннисем вĕрентĕве çĕнĕлле йĕркелеме май паракан технологисене тишкерчĕç, вĕсемпе тухăçлă усă курмалли мелсене те сӳтсе яврĕç. Калăпăр, малашне шкулсенче директор канашлуçисем пулĕç. ЕВГЕНИЙ МАЙКОВ: «Халĕ ĕнтĕ вăл çĕнĕ должность. Эпир ĕнтĕ пилотлă регионсенчен пĕри. 45 регионтан пĕри – Чăваш Республики. Çавăнпа та ку ачасемпе çĕнĕлле, хут çинче ĕçлекен çын мар, чĕрĕлле ачасемпе хутшăнура ĕçлекен должность ĕнтĕ вăл. Пулас ертӳçĕсене пулăшаканни, учительсемпе, администраципе пĕрле çакăн пек кĕпер пулса тăрать». Пухăннисем çитĕнекен ăрăва паха пĕлӳ, пурнăç хаклăхĕсене вĕрентсе пынипе танах ачасен пултарулăхне туптаса пысăк çитенӳсем тăваççĕ. Тĕрлĕ ăмăртусенче малти вырăнсем йышăнаççĕ. Ĕçне кура вара – хисепĕ. Патăрьел районĕнчи 1-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ Раççей Федерацийĕн çамрăксемпе ачасене воспитани паракан хисеплĕ ĕçченĕ ята тивĕçрĕ. АЛИНА ГАВРИЛОВА: «Паллах, çакăн пек конференцисем вĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пире çĕнĕлĕхсем параççĕ, çĕнĕлĕхсем куратпăр. Пĕр-пĕринчен вĕренетпĕр, çĕнĕ çынсемпе паллашатпăр. Тата малалла утма ĕмĕтсем, плансем çуралаççĕ. Çавăнпа та çакăнта килме тивĕçлĕ пулнăшăн питĕ хавас. Пысăк тав сăмахĕ каласшăн хампа юнашар, ман йĕри тавра ĕçлекен, мана ертсе пыракан ертӳçĕсене. Мана вĕрентсе пыракан юлташсене-педагогсене. Паллах, ачасене. Ачасенчен питĕ нумай вĕренетпĕр, вĕсенчен питĕ нумай илетпĕр. Пĕччен тумалли ĕç мар, пурте пĕрле çитĕнӳ тума пулать». Пухура вĕрентекенсене кулленхи çăмал мар ĕçшĕн тав турĕç. Кунта сÿтсе явнă çенĕлĕхсене тухăçлă та тĕллевлĕ усă курма сĕнчĕç. Елизавета Цветкова, Георгий Кривошеин

12+
57 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии