Добавить
Уведомления

Мухтавлă ентешсем

Чăваш Ен маттур та пултаруллă çынсемпе пуян. Республика тулашĕнче те мухтавлă ентешсем чылай пурăнаççĕ. Чунпа вĕсем яланах Чăваш Енре. Хăйсен ĕçĕсенче те тăван тăрăха сăнарлама тăрăшаççĕ. Мускавра, Питĕрте, нумай пысăк хулара пурăнакан ентешсем чăваш çĕрне, аваллăха халалласа кĕнекесем те пичетлесе кăлараççĕ. Çамрăк амазонка юррисем çыракансемпе Алина Сусметова тĕл пулчĕ. Анастасия Сафонова сăпка юрри юрлать. Шăпах çак йĕркесем унăн пурнăçне улăштараççĕ те. Мускавра пурăнакан пике çак ĕçпе Чăваш Республикинче пĕлтĕр юпа уйăхĕнче йĕркеленĕ «Ялан янра, сăпка юрри!» акцие хутшăнса 1-мĕш степеньлĕ лауреат пулса тăнă. Кун хыççăн тепĕр уйăхран Анастасия ку юрра Мускавра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери «Эпир пĕрле» конкурсра шăрантарнă. Каллех – 1-мĕш вырăн. «Сăпка юрри» «Песни юной амазонки» кĕнекере те вырăн тупнă. Кунта Анастасия Сафоновпа Валериан Ермаков хайланă юрăсем кĕнĕ. Валериан Иванович икĕ чĕлхепе çырать. Анастасия Владимировна вара вĕсене кĕвĕлет. ЛАРИСА ДМИТРИЕВА: «Ку кĕнекепе ман хамăн та тÿрреммен ĕçлеме май килчĕ. Эпĕ ăна пичетлесе патăм. Кĕнеке питĕ тавракурамлă. Ку кĕнекере истори çинчен те, пĕтĕм тĕнче тавракурăмне илсе кăтартнă. Çак кĕнеке икĕ уйăх хушшинче кун çути курчĕ. Питĕ интереслĕ кĕнеке. Пурне те паллашма сĕнетĕп». Кĕнекере 70 юрă. Çамрăк амазонкăн юррисем тĕрлĕрен. Чун ыратăвĕнчен пуçласа йывăç-чечек, чĕрчунсем, асамлă вăйсем таранах вуласа пĕлме пулать. Кĕвĕ тĕнчине юратакансем тĕрлĕ музыка инструменчĕпе вĕсене калама та пултараççĕ. ВАЛЕРИАН ЕРМАКОВ: «Пьер Деселье 16-мĕш ĕмĕрте картта кăларнă. Картта çинче амазонкăсем, чăваш пикисем çапăçăва пыраççĕ. Çав картта хыççăн питĕ тĕпчеме пуçларăмăр». Ку – авторсен иккĕмĕш кĕнеки. Пĕрремĕшĕ «Амазонка» ятлă. Хальлĕхе вĕсем пĕрле 200 юрă çырса кĕвĕленĕ. Çывăх вăхăтра тата тепĕр икĕ кĕнеке пичетлесе кăларма палăртаççĕ. Унта та чуна витермелле йĕркесем пулĕç, чĕрене хăпартлантаракан кĕвĕ кăларма пулăшакан нотăсем çырăнĕç

12+
84 просмотра
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии