Добавить
Уведомления

Тĕлĕнмелле 11-мĕш маршрут

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене çул укçи канăç памасть. Хулари автобуссемпе троллейбуссем çинче пуринче те пĕр хак – 26 тенкĕ, анчах та 11-мĕш маршрутра вăл темшĕн икĕ тенкĕ ытларах. Ниçта та тĕрĕслĕх тупайманнипе хула çыннисем Чăваш наци телевиденине шăнкăравларĕç. Çивĕч ыйтăва уçăмлатма пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çула тухрĕ. Сăмах – Алексей Зотиков корреспондента. 28 тенкĕ Елена Ивановăшăн кăна мар, 11-мĕш маршрутпа çӳрекен кашни çыншăн хаклă. Дачăна кайса килме кунне 56 тенкĕ кирлĕ. Уйăхра çул çине сахал мар тăкакланма тӳр килет. ЕЛЕНА ИВАНОВА: «56 тенкĕ мана та хаклă пек туйăнать. Кашни кун çӳретпĕр эпир. Карточкăпа та 28. Эпĕ яла каятăп, унта 30 тенкĕ ытла. Карточкăпа 26. Кунта 28 укçапа, карточкипе те 28. Паллах, хаклă вăл». 11-мĕш маршрут «Чумкасси» микрорайонтан Промышленный урамĕнчи юханшыв порчĕ таран çӳрет. Çул маршручĕ хула таврашĕнчех. Унăн тăршшĕ пĕр еннелле 10 çухрăм та 200 метр. Танлаштарма, 21-мĕш маршрутăн тăршшĕ 15 çухрăм та 600 метр. Хакĕ кунта вара икĕ тенкĕ йӳнĕрех. Хулари маршрутсенче пĕр пĕрлешӳ ĕçлет. Картăпа тӳлесен пуринче те çул укçи икĕ тенкĕ йӳнĕрех. Анчах та 11-мĕш маршрутра урăх йĕрке. НИКОЛАЙ ШИЛЬДЯКОВ: «Пĕлтĕр те çавăн пек пулнă çынсен – 23-26, пирĕн 26. Кăçал 28». Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансен пахчана çитме ансат мар. Билетшăн хаклăрах тÿленисĕр пуçне автобуса кĕтсе илме те кансĕр. ЕЛЕНА ИВАНОВА: «Малтан хăть икĕ маршрутка çӳренĕ чухне пĕринпе пĕрисем каяççĕ, пĕчĕккипе теприсем каяççĕ. Халь пĕр сехет ытла пулмасть. Нумайăн тухса тăратпăр. Ларса каяс тесе çур сехет маларах тухса тăратпăр». 11-мĕш маршрут кашни пĕр сехет те вун пиллĕк минутран çӳрет. Кăнтăрла тата апат вăхăчĕ те пур. Маршрутра пĕр автобус çеç çӳрет. Унта 46 ларкăч. Ытти 15-ĕн тăрса çитмелле. Каçхи çичĕ сехетре юлашки автобус каять. Пахчара ĕç вĕçлейменнисен вара йывăр кутамккасемпе çуран утма тивет, анчах та çуран утма та хăрушă. ЕЛЕНА ИВАНОВА: «Йытăсенчен хăратăп çуран çӳреме. Çавăнпа маршрутка çине ларатăп. Хăй те мана пĕччен ан çӳре тесе калать. Тăватă-пилĕк ак çапла йытăсем сиксе тухаççĕ. Пĕччен хăратăп эпĕ». ЕЛЕНА ИВАНОВА: «Çуран утрăмăр 80 çулхи карчăкпа ирхи улттăра лартмарĕ. Виççĕн утрăмăр. Эпĕ кунта юлтăм, вĕсем малалла кайрĕç тата унта вĕсен нумай утмалла. Ывăнса утса çитен те тата пахчара ĕçлес пулать». Çул хакĕ пысăк тесе çĕнĕ шупашкарсем тĕрлĕ çĕре çырнă, анчах тиев вырăнтан та тапранман. Ыйтăва уçăмлатма эпир Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне Дмитрий Пулатова ыйтрăмăр. Вăл каланă тăрăх, 11 маршрутра хаксене турттаракан хăй палăртать, çапах билет 28 тенкĕрен хаклăрах пулмалла мар. Кун пирки хула администрацийĕ халăха турттараканпа килĕшÿ çырнă. Хула пуçлăхĕ çак маршрут питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланать. Унпа аслă ăрури çынсем ытларах çӳреççĕ. Çакна шута илсе çынсене тивĕçтерме пултаракан тĕрлĕ майсем шыраççĕ е автобуссен шутне ӳстермеле, е нумайрах çын кĕрекен автобус ямалла. Çул хакĕ те картăпа тӳлесен, йӳнĕрех пулмалла. Ку çивĕч ыйтупа халĕ Çĕнĕ Шупашкар хулин прокуратари те ĕçлет. Эпир те ыйтăва тимлĕхрен вĕçертмĕпĕр. Алексей Зотиков, Татьяна Трофимова, Сергей Емельянов

12+
36 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии