Добавить
Уведомления

Чунран çыхнă ĕçсем

Тулли мар мобилизацие лекнĕ арçынсене – Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене – кинемейсем пулăшасшăн. Ăшă парне хатĕрлеççĕ вĕсем. Шупашкарти Мускав районĕнче пурăнакан хастарсем çара ăсатма чăлха, алсиш çыхаççĕ. Кинемейсем ку хваттерте пĕрре мар тĕл пулаççĕ. Çĕнĕ çул умĕн ĕлĕкхи йăлана тытса пырса така пусса шӳрпе пĕрле çиеççĕ. Нумай уявра тĕл пулса чей ĕçеççĕ. Халĕ вара час-час пухăнмалли сăлтавĕ те пур. РОЗА СИДОРОВА: «ТОСра эпир активистсемпе пухăнса пĕр пек шут тытрăмăр – салтаксене пулăшас тесе шутларăмăр. Салтаксем валли кашни кам чăлха-нуски çыхма пултарать, кам нуски сурăх çăмĕнчен çыхаççĕ, кам мунчала çыхать салтаксем валли. Çавăн пек пурте нумай çыхса пĕтерсен пухатпăр та волонтерский центра леçсе паратпăр». Елчĕк районĕнче Ĕнел ялĕнче çуралнă Вера Петрова 89 çулта, пĕрех кашни чĕнмессерен тĕл пулăва васкать. ВЕРА ПЕТРОВА: «Салтаксем валли, урисем ан шăнччăр тесе, нуски çыхмалла. Çăмĕ сурăх çăмĕ. Мĕн ĕлĕкрен çыхма вĕреннĕ эпĕ. Пулăшас тетĕп. Вĕсем пире сыхлакан çынсем». 84 çулти Клавдия Иванова аллинче вара йĕп выляса кăна тарать. «Вăрçă ачи» пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ӳснĕ. Çăм чавасси, арласси чăлха-нуски çыхасси, пир тĕртесси Клавдия Николаевнăшăн ют мар. КЛАВДИЯ ИВАНОВА: «Арçынсем валли 42, 43 размер кирлĕ. Çиппи хатĕр пулсан хатĕр çиппе пĕр мăшăр çыхма пулать кунне. Эпĕ халь çыхма пуçланă. Ман халь тата лайăх çăм пур. Йытă çăмĕ, сурăх, качака çăмĕпе хутăштарни питĕ лайăх нуски пулать. Халь вĕсене эпĕ арланă. Часах тата çыхма пуçлатăп». Кинемейсен ĕçĕ кунпа çеç вĕçленмест. Вĕсем тата йĕрке хыççăн йĕрке те шăрçалаççĕ. РОЗА СИДОРОВА: «Кашни нуски ăшне çырусем çыратпăр. Çырусем вырăсла пулаççĕ. Кашни хăйĕн чунне парса, мĕншĕн тесен ăна тĕрлĕрен çыраççĕ, нускине те пĕр çын анчах çыхмасть. Çырусене çак нуски ăшне шала чиксен палăртатпăр чăвашран пулнине. Юлашкинчен чăваш сăмахĕсем çыратпăр. Тĕслĕхрен, Турă сыхлатăр сире, ачасем. Эпир чăвашран. Пирĕн пиллĕх сирĕнпе яланах пултăр. Маттурсем эсир, тĕрĕс-тĕкел таврăнса çитĕр».

12+
17 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии