Патăрьел районĕнчи Тренельте сывлăха çирĕплетмелли комплекс уçăлчĕ
Ачасене, çамрăксене, аслисене илĕртекен вырăн. «Демографи» наци проекчĕ пулăшнипе Патăрьел районĕнчи Треньелте физкультурăпа сывлăх комплексĕ хута кайрĕ. Уçă сывлăшра вырнаçнă лапамра сывлăха çирĕплетме те, спорт уявĕсем ирттерме те тивĕçлĕ майсем пур. Çĕнĕ лапам спортсменсемпе куракансене йышăнма та ĕлкĕрчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен Елизавета Цветкова хыпарлать. Пĕрисем баскетболла выляççĕ, теприсем турник çинче туртăнаççĕ. Хĕрсемпе каччăсем район, республика чысне тăтăшах ăмăртусенче хӳтĕлеççĕ. Мал ĕмĕтлĕ спортсменсен, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансен çан-çурăма çирĕплетме, ăсталăха туптама халĕ майĕ тата та ытларах. РУДОЛЬФ СЕЛИВАНОВ: «Ку спорт лапамĕн пуласлăхĕ пысăк. Эпир кунта ӳлĕмрен йĕри-тавра карта тытса свет лартма планлатпăр. Курма килекенсен ларакан вырăнсенче çав хĕвелтен çумăртан хупланмалли вырăнсене йĕркелесе, майласа парасшăн. Çак спорт объектĕнче вăй хурса, тренироваться туса, республика, тĕнче шайĕнчи спортсменсем тата пулаççĕ тесе шансах тăратпăр». Треньел ялĕ тĕнче класлă спорт мастерĕсене те çитĕнтернĕ. Çĕнĕ объектăн пахалăхне спортсменсем хак пама та ĕлкерчĕç. КИРИЛЛ ФРОЛОВ: «Паллах, çак уява туни питĕ пысăк паллă событи. Тĕрĕссипе, чун савăнса тăрать. Чăннипех те, кăмăллă, савăнăçлă çакăн пек пысăк мероприяти пирĕн ялта, Треньел ялĕнче иртнишĕн". Уявра парнесемсĕр мар. Патăрьел районĕнчи сумлă тренерсене, спорт ветеранĕсене хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Паллă спорт ăстисене шăпах вĕсем çитентернĕ. ВАСИЛИЙ БОРОДКИН: "Ялсенче çакăн пек япаласем туса парсан вăл питĕ-питĕ чаплă япала пулмалла ĕнтĕ. Халь çамрăксем ялсенче нумай ĕçлеççĕ, мĕншĕн тесен нумай ялсенче çĕр ĕçĕпе ĕçлеççĕ. Арăмпа упăшки кăна ĕçлейместĕн, унта ачасем те кирлĕ. Ялсенче çамрăксем пур тесшĕн». РИФКАТ САФИУЛЛОВ: «Ку ялтан, пĕчĕк кăна ялтан питĕ нумай лайăх футболистсем тухрĕç. Ачасем валли, çамрăксем валли, ваттисем валли те питĕ лайăх спорт мероприятийĕсем тата çак комплекс. Кăна стадион кăна тесе каламалла мар ĕнтĕ, полный комплекс. Кунта хăрамасăр баскетболла та выляма пулать, волейболла та, футболла та выляма пулать. Тренажерсем те пур». Уçă сывлăшра вырнаçнă физкультурăпа сывлăх комплексĕнче ял çыннисем каç пуличченех савăнчĕç, сывлăха çирĕплетрĕç. Килес çул çакнашкал лапам Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче хута яма палăртаççĕ. Елизавета Цветкова, Олег Цыпленков