Добавить
Уведомления

Тулли мар мобилизаци

Паян Раççей Президенчĕ Владимир Путин авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнчен Раççейре тулли мар мобилизаци пуçланни çинчен Хушу кăларнă. Хĕсмете саппасра тăракан çынсене чĕнĕç, чи малтанах çарта пулнисене тата ятарлă çар специальноçĕ пуррисене. Вĕсем контрактпа çарта тăракансемпе пĕр тан пулĕç, тӳлев те пĕрешкел пулĕ. Регион ертӳçисен мобилизацие Хӳтĕлев министерстви палăртнă вăхăтра йĕркелемелле. Мобилизаци çинчен калакан Хушăва Кремль сайтĕнче пичетленĕ. Чăваш Ен Раççей Президенчĕ тунă йышăнусене пурнăçлама хатĕр. Кун çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ. Вăл республика тулли мар мобилизаци ирттерессипе, Çар комиссариачĕсене пулăшассипе, ятарлă çар операцине хутшăнакансене тĕрев парассипе çыхăннă тĕллевсене пĕр тăхтаса тăмасăр пурнăçлассине палăртнă. «Эпир çар операцине хутшăнакан хамăр салтаксене шанатпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те чăваш салтакĕсем ятне яман, паттăрлăх кăтартнă. 81 çул каяллахи лару-тăрăва халĕ тепре лекрĕмĕр. Раççейĕн Украинăри неонацистсемпе, НАТО блокĕпе кĕрешме тивет», – тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Оборона комплексĕнчи предприятисем те мобилизаци йĕркипе ĕçлеме пуçлаççĕ

12+
19 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии