Добавить
Уведомления

Студент чухнех усламçă

«Стартап. Пуçламăш» тата «Усламçăсен хĕрӳ лапамĕ». Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университетĕнче икĕ проект пурнăçлама пуçлаççĕ. Вĕсем Раççейри конкурсра çĕнтернĕ. Çĕнĕ технологисем ĕçе кĕртес енĕпе студентсем тĕрлĕ проект хатĕрлеççĕ. Асăннă проектсем «Раççей Федерацийĕн ăслăлăхпа технологи аталанăвĕ» патшалăх программин конкурсĕсенче палăрнă. Вĕсем аслă шкулсенче ăс пухакансене вĕреннĕ чухнех услам пуçарма май параççĕ. Студентсен хăйсен пуçарăвне, шухăшĕсене ĕçе кĕртмелле. «Стартап. Пуçламăш» программа шăпах çакна тума пулăшмалла та. Кунта çамрăксем тĕрлĕ ăсталăха алла илеççĕ. «Усламçăсен хĕрӳ лапамĕнче» студентсем проектсене пурнăçлассипе пĕрле ĕçлĕç. Палăртмалла, республикăра ку лапам хальлĕхе пĕрремĕш. Унта ăста кадрсене хатĕрлĕç, çамрăксене проектсене пурнăçлама усăллă сĕнӳсем парĕç. Кăçал кăна услама аталантарма Чăваш Енре пĕр миллиард тенкĕ ытла уйăрнă, пĕлтерчĕ экономика аталанăвен министрĕ Дмитрий Краснов. Патшалăх тĕревне тĕрлĕ программăна хутшăнса илме пулать, палăртрĕ вăл

12+
49 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии