Добавить
Уведомления

Юлашки тĕл пулу

Шупашкарта паян хула пуçлăхĕпе Олег Кортуновпа сыв пуллашрĕç. Юлашки çула ăна Яков Ухсайĕ ячĕллĕ культура керменĕнчен ăсатрĕç. «Мал ĕмĕтлĕ, анлă тавра курăмлă, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме юратакан, чунтан ĕçе парăнса вăй хума пултаракан ырă кăмăллă çынччĕ», – тесе сыв пуллашрĕç Шупашкар хула ертӳçипе Олег Кортуновпа çывăх çыннисем, унпа тĕрлĕ вăхăтра ĕç сукмакне якатнă пĕлĕшĕсем. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Паян юлашки çула хула пуçлăхне, Олег Игоревич Кортунова, ăсататпăр. Манăшăн вăл çывăх тус пулнă. Пирĕн çемье Кортуновсен çемйине яланах юратнă. Пирĕншен пысăк çухату. Олег Игоревич питĕ ырă, хула çыннисене юратакан çын. Хулашăн нумай ĕçленĕ, хулана татах та малалла аталантарасшăн пулнă». Шупашкар хула пуçлăхĕ Олег Кортунов çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче сарăмсăр вилсе кайнă. Вăл 38 çулта пулнă. Умра пысăк тĕллевсем, шухăшсем пулнă. ВАЛЕРИЙ ЯКОВЛЕВ: «Пĕрле тĕрлĕ проектсем тумалли çинчен, хула илемне çӳллĕ шая çĕклес пирки, культура, искусство енĕпе. Шел пулин те, питĕ çамрăкла уйрăлса кайрĕ. Вĕсен тăванĕсене, ăна çывăх, лайăх пĕлекенсене, хулан хисеплĕ гражданинĕ пулнă май, çынсемпе пĕрле хурланатăп». ВЛАДИМИР МИХАЙЛОВ: «Олег Игоревича ĕçпе кăна мар, примерный семьянин пек пĕлетпĕр. Пĕрле ĕçленĕ. Вăл çак Шупашкар пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçласанах тепĕр кунне помощник пулма сĕнчĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Чăнах та, питĕ тăрăшуллă, маттур, вăйлă руководитель. Питĕ пысăк çухату пирĕншĕн». Олег Кортунова Шупашкар районĕнчи Явăш масарĕнче сумлă çынсен мемориалĕн аллейинче пытарнă

12+
13 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии