Добавить
Уведомления

Ăс пухас тĕллевпе

Пĕлӳ илме Чăваш Ене килнĕ. Донецк тата Торез электротехника завочĕн специалисчĕсем республикăна вĕренме çитнĕ. Виçĕ эрне вĕсем Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче ăс пухĕç. Донецк Халăх Республикинче электротехника оборудованине кăларма палăртаççĕ. Вĕсен йышне ӳстерес тĕллевпе икĕ завод ĕçченĕсем Чăваш Ене килнĕ. Вырăнта хатĕрленĕ оборудованине региона çĕклессинче усă курма тĕллевлеççĕ. Донецк тата Торез электротехника предприятисене Шупашкарти электроаппаратура завочĕ хатĕр-хĕтĕр кăларма техника хучĕсемпе тивĕçтернĕ. Халĕ вара специалистсене вĕрентеççĕ. Электротехника производствине йĕркелени çĕр ытла çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме май парать, предприятисен тупăшĕ çур миллиардран сахал пулмалла мар. Специалистсене хатĕрлес ĕçре Шупашкарти электромеханика колледжĕн вĕрентекенĕсене те явăçтарĕç. Вĕсем технологи тата конструкторсен хучĕсене вулама вĕрентĕç

12+
52 просмотра
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии