Шупашкарăн аваллăхне тĕпчеççĕ
Шупашкарти Петр Осипов ячĕллĕ пĕрремĕш хула больницин картишĕнче археологсем шырав ĕçĕсем ирттереççĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн тĕпчевçисене ку пысăк та яваплă ĕçре Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем тата волонтерсем пулăшаççĕ. 200 тăваткал метр лаптăка археологсем икĕ уйăха яхăн тĕпчеме палăртнă. 1930-мĕш çулта хула больницине тăвиччен кунта çынсем пурăнакан çурт пулнă. XIX-мĕш ĕмĕрте унта хупах йĕркеленĕ. XVIII-мĕш ĕмĕрте воеводăсен çурчĕ тата архив вырнаçнă. Унтан та маларах, XVI-XVII-мĕш ĕмĕрсенче вара çак вырăнта стрелоксемпе дьяксем пурăннă тесе шутлаççĕ тĕпчевçĕсем. Çавăнпа та çĕр сийне тимлĕ, тĕплĕ тишкерес тĕллевпе ăсчахсем кунта ирĕн-кунĕн тар тăкаççĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтчĕн ĕçченĕ Владимир Григорьев хăйне ювелирпа танлаштарать. Çĕр сийĕ - ылтăн вырăнĕнче. Мĕн чухлĕ вăрттăнлăх пытаннă унта - тĕлĕнме пĕтереймест. ВЛАДИМИР ГРИГОРЬЕВ: "Тупнă находкăсене эпир 2 пая пайлатпăр. Индивидуаллă находкăсем тата нумай тухакан находкăсем. Чӳлмек пайĕсем, шăмă, кантăк, кирпĕч, чул. Акă торговый пломба, вăл индивидуаллă находка шутланать. Мĕншĕн тесен вĕсем нумай мар. Торговый пломба тупсан нивелирпа виçетпĕр. План çине кĕртсе хуратпăр. План çинче пăхма пулать". Тĕпчев ĕçĕсем пыракан вырăна хĕрлĕ хăйăпа карса илнĕ. Археологсем, çамрăксемпе пĕрле кĕреçепе, ятарлă щеткăпа, тимĕр шыракан хатĕрпе усă курса кашни сие асăрханса чаваççĕ. 100 сантиметр таран шала кĕрсе 4 культура сийне тупса палăртнă ăсчахсем. 1870-мĕш çулхи тимĕр укçа, Кузнецов фабрики пулнине çирĕплетекен кирпĕч. Тĕпчевçĕсем çак шырав ĕçĕсене пуçличчен 1930-мĕш çулта хаçатра пичетленнĕ статьяпа паллашнă. Унта шăпах 1918-мĕш çулта ĕç çыннисен парачĕ çинчен хыпарланă, сăн ӳкерчĕк вырнаçтарнă пулнă. Шупашкар уесчĕн Земство управĕн çурчĕн аялти хучĕ халĕ те упраннă. Земство çурчĕ 1922-мĕш çулта çуннă. Каярах унта хулан пĕрремĕш больницине никĕсленĕ. 4 000 ытла япала тупнă археологи шыравне хутшăнакансем. Юпа уйăхĕ вĕçленичченех кунта тепчев ĕçĕсем ирттерме палăртаççĕ вĕсем. Больница вара хăйĕн йĕркипех ĕçлет