IT-компани ĕçченĕсен тĕл пулăвĕ иртрĕ
Тĕрев мелĕсем, малашнехи тĕллевсем, çăмăллăхсем. Çак тата ытти ыйтусене Чăваш Республикинчи IT-компани ĕçченĕсен пĕррĕмĕш пысăк тĕлпулăвĕнче сӳтсе яврĕç. Унта аккредитаци тухнă пĕрлешӳсем хутшăнма пултарчĕç. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре 460 IT-компани. Вĕсенчен 97-шĕ аккредитаци тухнă. Информаци технологийĕпе кăсăкланакансен йышне ӳстерес тесе республикăра тĕрлĕ енлĕн ĕçлеççĕ: IT-классем, лабораторисем уçаççĕ, пулăшу мелĕсене анлăлатаççĕ. Хальхи вăхăтра IT-компанире тăрăшакансем валли регион шайĕнче 2 çăмăллăх кĕртнĕ. Вĕсем ипотекăна саплаштарма тата тупăшран илекен налук ставкине чакарма май параççĕ. IT-компани специалисчĕсем пуласлăха çул хывма пулăшаççĕ. Çавăнпа та вĕсене салтака каярсан та хăтарнăччĕ. Мобилизацие вĕсем лĕкеççĕ-и? Кун çинчен тĕплĕнрех Раççей Федерацийĕн цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин цифра трансформацийĕ тата бюджет тăкакĕсемпе ĕçлекен департамент директорĕн çумĕ Юрий Зарубин видеоконференци мелĕпе çыхăнăва тухса ăнлантарчĕ. Çак кунсенче тулли мар мобилизацирен хăтарма сĕннĕ профессисен списокне хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ вăл, унта 195 специальноçа кĕртнĕ. Çак йышра аккредитаци тухнă компанисенче тăрăшакан, пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлакансем çеç. IT-компанире вăй хуракансем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесе çитĕнӳсем тăвас тĕллевлĕ. Çакнашкал тĕлпулусем вара малашне татах та пулĕç. Юлия Адюкова, Николай Скворцов