Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ
2023 çул Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ ятпа иртĕ. Кун пирки республика ертӳçи Олег Николаев Хушу алă пуснă. Ку темăна суйлани ахаль мар. Республикăра 230 000 яхăн 18 çула çитмен ача пурăнать. Кашни шăпăрланăн ачалăхĕ тăнăçлă тата кăсăклă иртмелле. Ачасене аталанма пур майсем те пулмалла. Çак тĕллевсене пурнăçлама Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн тивĕçлĕ мероприятисен планне хатĕрлемелле. Çакна та палăртмалла, çулталăк темине Чăваш Енре пурăнакансемпе канашласа палăртнă