Добавить
Уведомления

Республика Пуçлăхĕн Кубокне илессишĕн ташлаççĕ

Чăваш Енре 24-мĕш хут спорт ташшисен ăмăртăвĕ иртрĕ. Раççейри 14 регионтан килнĕ 300 ытла хĕрпе каччă республика Пуçлăхĕн Кубокне илессишĕн тупăшрĕ. Канмалли кунсенче 11 награда комплектне выляттарчĕç. Ăмăрту лапамне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çитсе курчĕ. Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмра пурăнакан Юлия Петровна канмалли кунсенче мĕн пур ĕçне пăрахса юратнă мăнукне хавхалантарма Манутинбайк аталанăвĕн центрне – шăпах çавăнта спорт уявĕ иртрĕ – васкаса çитрĕ. Денис Митрофанов та кукамăшне куç пек кĕтнĕ иккен. Çывăх çынсем çумра пулсан çĕнтерӳ çулне такăрлатма çăмăлрах-çке. Çунат хушнăн туйăнать тет 8-мĕш класра вĕренекен каччă. Пуçаруллă çамрăк спортри, вĕренӳри çитĕнӳсене кура иртнĕ çулсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме те тивĕçнĕ. ЮЛИЯ СТЕПАНОВА: «Эпĕ паянхи куна питĕ чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Мăнук ташлать. 8-мĕш çул ĕнтĕ çак спортпа хăйĕн ĕмĕтне çыхăнтарчĕ. Напарници Полина ятлă. Вĕсене ман ăнăçу сунас килет. Çак ăмăрту вĕсен юлашки ан пултăрччĕ. Тата малалла та малалла вĕсен талпăнмалла пултăрччĕ. Чăваш Ен чысне вĕсен хӳтĕлемелле пултăрччĕ». Ăмăртăва Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен хутшăнма кăмăл тунă ташăçăсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пысăк йышпа килнĕшĕн тав турĕ. «Эсир вĕрентекенсем каланине шута илсе, пултарулăхпа усă курса, ăсталăха туптаса паркет çине тухатăр, çапах та кунта чи малтан хăвăрпа хăвăр тупăшатăр, çакна асра тытăр», – терĕ вăл пурне те çитĕнӳсем тума ăнăçу сунса. Ăмăртăвăн тĕп судьи Ольга Москалева та Чăваш Ен çак илемлĕ спорт тупăшăвне йышăнма лайăх хатĕрленнине палăртрĕ. Чи пĕлтерĕшли – ăмăртăва тĕрĕс те тивĕçлĕ хакласси пулнине палăртрĕ. Тĕнче тата çĕршыв класслă тӳресене тĕрлĕ регионтан чĕннĕ. Чулхуларан килнĕ Алиса Сташкевичпа Егор Старцев вара Чăваш Енри ташă лапамне тухиччен темиçе хутчен хирĕçсе те, туслашса та ĕлкĕрчĕç. «Хальччен çĕршывăн тĕрлĕ ăмăртăвне хутшăннă пулин те кашни тупăшурах хумханатпăр», – теççĕ. Алиса Шупашкара килме ятарласа илемлĕ хĕрлĕ кĕпе çĕлеттернĕ. Егор вара арçын ачан çӳçе якатса пуçтарсан çителĕклĕ тет. Ташлама тухсан вĕсем тӳрех асамлăх тĕнчине путрĕç тейĕн. Ăмăртăва хутшăнакансем виçĕ енпе тупăшрĕç. Латинла Америка, Европа ташшисене ташларĕç. Тĕрлĕ енлĕ ташăсен программине кăтартрĕç. Регина Кубайкина, Сергей Емельянов

12+
10 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии