Нарколабораторишĕн — 8 çул
Федерацин хăрушсăрлăх службин оперативникĕсем наркотик хатĕрлемелли хутăшсем, вĕсен шутĕнче 2 килограмм çурă ытла мефедрон, тата ытти хими хатĕрĕ шыраса тупнă. Чăваш Ен йĕрке хуралçисем тăрăшнипе преступниксен каварлă ушкăнĕн ĕç-хĕлне чарса лартнă. Наркотик хутăшне саракан ушкăна пĕлтĕр Чăваш Енре тытса чарнă. Оперативлă шырав ĕçĕсем ирттернĕ вăхăтра полицейскисем ку енĕпе Ярославль тата тĕп Ази çынни Тутарстанри Хайпăç ялĕнче кивĕ арман вырăнĕнче нарколаборатори йĕркеленĕ пулнă иккен. Унта вĕсем пуçа минретекен синтетика хутăшĕсем кăларнă. Вĕсене Раççейĕн уголовлă кодексĕпе килĕшӳллĕн 8 çула ирĕкрен хăтарнă. Суд йышăнăвĕ вăя кĕнĕ