Уçăмлатма килнĕ
Пĕр маршрут – пĕр автобус. Шупашкар хулинчи «Пир-авăр комбиначĕ» тата «Олимп» микрорайонсенче «7 э» пĕртен-пĕр маршрут юлнă. Унта пĕр автобус çӳрет. Вăхăтлă тухса ĕлкĕреймесен тепĕр транспорта сехет ытла кĕтмелле. Чунĕсем тăвăнса çитнипе вĕсем Раççей Федерацин Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева патне пулăшу ыйтма килнĕ. Транспорт ыйтăвĕ паян кăна сиксе тухман. Вăл иртнĕ çултанпах пырать. НАТАЛИЯ МАТВЕЕВА: «Эпир пĕлтĕр хула администрацине çырупа тухрăмăр. Вăл ноябрьте пулчĕ. Вĕсем пире февраль уйăхĕнче çавăн пек хурав пачĕç. Март уйахĕнчен виçĕ машина çумне икĕ машина хушаççĕ те. Пурĕ çав маршрутра пилĕк машин пулать тесе хурав панăччĕ». Маршрутра пилĕк машина пулнине никам та çирĕппĕн калама пултараймасть. Çапах та хальхи вăхăтра унта пĕр автобус кăна çӳрени куç кĕрет. Районта пурăнакансен Калинин урамне çуран е таксипе тухма тивет. Тепĕр йывăрлăх вăл – маршрут «Умный транспорт» хушăмра курăнманни. НАТАЛИЯ МАТВЕЕВА: «Çав микрорайонтан тухма çав тери йывăр. Ачасем те нумай унта пирĕн». 2023-мĕш çултан ку района икĕ маршрут çӳреме пуçлĕç. Хальлĕхе вара автобуссен шутне ӳстерме йышăнчĕç. 2025-мĕш çулта Семен Ислюков çуралнăранпа 110 çул çитет. Çак сумлă çавраçула халалласа Чăваш Республикинче палăк çĕклесшĕн. АЛЕКСАНДР САМЫЛКИН: «Пирĕн республикăра 30 çул ытла Семен Матвеевич Ислюков ертсе пынă. Тĕрлĕрен органсенче. Совет министровсен председателĕ, обком секретарĕ те, Председатель президиума. Çав вăхăтра Чăваш Республики пур енлĕ те анлăн аталанса пынă». Хальлĕхе проектăн смета хучĕсене хатĕрлемелле. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне халалласа Шупашкарта урам пур. Малашне палăк лартса сквер хывасшăн.