Патăрьел районĕнче пушар машини валли гараж тунă
Пурнăçа лайăхлатасси хамăртан килет. Кăçал Патăрьел районĕнче «Халăх пуçарăвĕ» программа пулăшнипе 13 проект пурнăçа кĕртме палăртнă. Ăна валли 25 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çак кунсенче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртан ялĕнче пушар техники валли ăшă гараж хута ячĕç. Халĕ инкек пулнă вырăна чылай маларах çитĕç. Шăнкăртан ялĕнче хайсен ирĕкĕпе йĕркеленĕ пушар хуралĕ яланах пулнă. Ку таранччен техника уçă пĕлĕт айĕнче тăнă. Хĕлле пушара васкас вырăнне ăна малтан ăшăтма тивнĕ. Халĕ вăл гаражра ларнăран машинăна тӳрех тапратма пулать. МАРС ШРША: «Хĕллехи вăхăтра пушар тухсассăн цистернăсем пушă. Вĕсене малтан кайса тултармалла. Кайран пушара каймалла. Вăл пирĕн нумай вăхăта илет. Пушара кая юлаттăмăр. Халь пирĕн тулли цистернăсем тăраççĕ. Яла пушар вырăнне кайса çитме пултаратпăр». Ку ăшă гаража «Халăх пуçарăвĕ» программа пулăшнипе хута янă. Гаража хута яма пурĕ 4 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Ял тăрăхĕсене аталантарма малашне те пысăк тимлĕх уйăрĕç. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Кăçал кăна ял тăрăхĕсенче тĕрлĕ объектсем тума республика хыснинчен тата федераллă бюджетран пурĕ пĕрле 5 миллиард та 100 миллион тенкĕ укçа пăхса хăварнă. Ял хуçалăх министертсви енĕпе кăна 1 миллиард та 600 миллион тенкĕллĕх тĕрлĕ объектсем тăватпăр кăçалхи çул. Пурĕ 930 объект ытла. Кунта ĕнтĕ çак инициативлă бюджет енĕпе тăвакан объектсем. Пушар машинисем валли ăшă гаражсем уçатпăр. Хĕлле урамра ларнă чухне чĕртме те йывăр машинисене». Юлашки 5 çулта «Халăх пуçарăвĕ» программа пулăшнипе Чăваш Енре 2 700 проект хута янă.