Добавить
Уведомления

Вăхăтсăр уйрăлу

Хурлăхлă хыпар. Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар хула пуçлăхĕн Олег Кортуновăн чĕри тапма чарăннă. Вăл 38 çулта пулнă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕллевлĕ, тăрăшуллă, ырă кăмăллă çын, мал курăмлă ертӳçĕ пурнăçран уйрăлнăшăн чунтан хурланнине пĕлтернĕ. Олег Игоревич 1984-мĕш çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. 2007-мĕш çулта Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Хулари промышленность предприятисенче инженертан пуçласа тĕп директор çумĕ шайне çитнĕ. 2015-мĕш çултанпа Шупашкар хула депутачĕн пухăвĕнче тăрăшнă. 2020 çулта ăна хула пуçлăхне суйланă. Мăшăрĕпе пĕрле хĕр тата ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Олег Кортунова юлашки çула çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче ăсатаççĕ. Унпа Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче 11:00 сехетрен пуçласа 12:30 минутчен сывпуллашма пулать

12+
55 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии