Добавить
Уведомления

Кăтарту савăнтарать

Кăçал республикăра ял хуçалăхĕнчи кăтартусем самай лайăхланнă. Вăтам ĕç укçи 15 процент ӳснĕ, 39 000 тенке çитнĕ, çĕршыври вăтам кăтартуран та пысăкрах ку. Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Пĕлтĕрхи çур çулпа танлаштарсан, кăçал нумай енпе кăтартусем пысăкрах. Строительство ĕçĕсем 34 процент ӳснĕ. Инвестицисен калăпăшĕ 15 процент хушăннă. Çав вăхăтрах Раççей шайĕнчи вăтам кăтарту 12 процентпа танлашать. Çур çулта тĕрлĕ çăл куçран бюджета 30 миллиард ытла тенкĕ укçа кĕнĕ. Республика хыснине килекен налук калăпăшĕ ӳснипе Чăваш Ен Атăлçире 5-мĕш вырăн йышăнать. Шел, инфляци Раççейри вăтам шайран та кăшт пысăкрах – 11 процент. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, хаксем, тĕпрен илсен, пуш уйăхĕнче тăруках хăпарнă, халь вара виççĕмĕш уйăх дефляци палăрать. Промышленноç ниепле те тулли хăватпа ĕçлесе каяймасть - унăн кăтартăвĕ пĕлтĕрхинчен 1,6 процент чакнă. Çапах отрасль алă уснăн туйăнмасть. «АБС Электро», «Чăвашторгтехника», «Промтрактор», «Чăвашкабель», «Элара», ытти пĕрлешӳ производствăна ӳстерсе пыраççĕ. Патшалăх парăмĕ тата 2 миллиард тенкĕ пысăкланнă. Çак Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче çуртсем хăпартма федераци хыснинчен кредит илнипе çыхăннă. Ларура çынсене юхăннă çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçарас ыйтăва та хускатрĕç. Граждансене 2017 çулччен пурăнма юрăхсăррисен шутне кĕртнĕ пÿртсенчен куçармалли программăпа республикăра лайăх ĕçлеççĕ. Çитес çул варринче ку ыйтăва татма хатĕр. Пĕтĕмпе 24 çуртри 528 çынна куçармалла. Шупашкар хулипе районĕнче çыннисене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтермелли килĕшÿсене туса пĕтернĕ. Ытти районта та чăрмав пулмалла мар

12+
56 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии