Добавить
Уведомления

«Курав - чĕре эмелĕ»

Çулсерен республикăра пурăнакан хĕрарăмсем пленэра пухăнаççĕ. Кăçалхипе вăл 14-мĕш хут иртнĕ. Çут çантлăкăн черчен пайĕ хатĕрленĕ ĕçсемпе Чăваш наци вулавăшĕн «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейăра уçăлнă куравпа паллашма май пур. Ем-ешĕл уçланкă, каш-кашлакан вăрман, тăри сассипе илемленнĕ янкăр тӳпе. Тăван тăрăхри илеме курса, кăмăлтан киленсе, ӳнерçĕ куçĕпе алла киçтĕк илсе хĕрарăмсем çак пуянлăха хăйсен ĕçĕсенче калăплама тăрăшнă. Пĕрре курсах куракан та çак асамлă илем тĕнчине путать. Мария Алексеевăшăн ку чун апачĕ евĕрех. МАРИЯ АЛЕКСЕЕВА: «Выставка маншăн – чĕре эмелĕ, тĕрĕссипе каласан. Кашни выставкăсен хăйсен уйрăмлăхĕ. Уйрăмах тавралăха, паллă çынсен ӳкерчĕкĕсен портречĕсене юрататăп, мĕншĕн тесен нумайрах пĕлме тăрăшатăп. Хăйне май мана чĕре апачĕ парать». Хĕрарăм куçĕпе сăнарланнă тĕнче илемĕпе арçынсем те киленме пултараççĕ. Светлана Кокель кăçалхи пленэр «Ясна» этнокомплексра иртнĕ май чăваш тумне тăхăнса ытти ӳнерçĕ валли тĕп сăнар пулса тăнă. «Маншăн ку питĕ кăсăклă пулăм», – тет вăл. СВЕТЛАНА КОКЕЛЬ: «Пирĕн Чăваш Республикинче питĕ нумай ялсем. Вăрмансем, хирсем çав тери илемлĕ. Эпир пленэрта хамăр республикăри илемлĕ вырăнсемпе савăнатпăр, ӳкеретпĕр. Унсăр пуçне питĕ илемлĕ çынсем. Чăваш тумĕ çав тери илемлĕ. Эпир натюрмортпа пейзажсăр пуçне тата портретсем ӳкернĕ. Хăш-пĕр чухне ветерансене ӳкеретпĕр. Пленэр – çав тери лайăх япала». Пленэра 17 çын кăçал хутшăннă, çулсерен вĕсен йышĕ ӳссе пырать. Наталья Володина ятарласа ӳнерçĕне вĕренмен пулсан та алла киçтĕк тытсан чарăнаймастăп тет. Чун киленĕçĕ пурнăçа юратма, малашнехи тĕллевсене пурнăçлама хавхалантарнине палăртать вăл. Çулсерен иртекен пленэр пухмачĕнче 500 ытла ĕç упранать. Регина Кубайкина, Анна Цинтовская, Николай Скворцов

12+
9 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии