Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленеççĕ
Чăваш Енри коммуналлă хуçалăх объекчĕсем хĕл кунĕсене кĕтсе илме хатĕр-и? Хутса ăшăтмалли тапхăра мĕн кансĕрлеме пултарать? Çак ыйтăва паян Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен канашлура сӳтсе яврĕç. Республикăра коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хĕле хатĕрлесе çитересси авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 90 процентпа танлашнă. 977 котельнăйран 909-шĕ çуртсене ăшăтма хатĕр. 4 900 нумай хваттерлĕ çуртран 1655-шĕ хатĕрленӳ паспорчĕсене туса çитернĕ. Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов каланă тăрăх, коммуналлă хуçалăх тата социаллă тытăмри хатĕрленӳ ĕçĕсене авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Чăваш Енри ăшăпа тивĕçтерекен организацисен çут çанталăк газĕшĕн тӳлемелли парăмĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 20 процент чакнă. Хальхи вăхăт тĕлне вăл 1 миллиард та 138 миллион тенкĕпе танлашать. Республика пуçлăхĕ Олег Николаев хула тата район администрацийĕн ертӳçисене кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăра вăхăтра хатĕрленсе çитмеллине каларĕ. «Çанталăк сивĕтсен халăха вăхăтра ăшăпа тивĕçтермелле, чăрмавсем пулмалла мар», – терĕ регион ертӳçи. Ларура Олег Николаев управляющи компанисен ĕçне-хĕлне хак паракан ятарлă электронлă сервис йĕркелеме сĕнчĕ. Ăна халăх сасăлавне шута илсе тăвĕç. Кунтах палăртнă ĕçсем çинчен пĕлтерме, çурта тирпейлсе тăрассипе мĕн туса ирттернине пахалама май пулĕ. «Электронлă майпа ĕçлени ĕçе чылай çăмăллатать тата ку е вăл кăлтăксене вăхăтра тупма пулăшать», – палăртрĕç канашлура