Добавить
Уведомления

Хуçалăхра канма вăхăт çук

547 000 гектар. Кăçал ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен çакăн чухлĕ лаптăкра тухăç пухса илмелле. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1, 4 процент ытларах. Паян çĕр çинче тăрăшакансен ĕç нумай: хăмла татмалла, силос хывмалла, пĕрчĕллĕ культурăсене те пур çĕрте те пуçтарса илмен-ха. Вырма Чăваш Енре вĕçленсе пырать. Хуçалăхсенче 295 000 ытла гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тĕшĕленĕ. 991 000 тонна тĕш тырă пӳлмере е сутлăха кайнă. Пĕлтĕрхи кăтарту 579 000 тоннăпа танлашать. Тухăç кăçал савăнтарать. Халĕ гектартан 33 центнер тухса пырать. Çурла-авăн уйăхĕсенче гектартан 40 ытла центнер та илсе пынă. Патăрьел тата Елчĕк районĕсенче 444 гектартан хуратул пухнă. Унăн вăтам тухăçĕ – 16 центнер. Елчĕк районĕнче вара гектартан 20 центнер илеççĕ. Етĕрне, Çĕрпӳ, Вăрмар, Вăрнар районĕсенче хăмла çитĕнтереççĕ. Ăна 96 гектар çинче татнă. Ку енпе ĕç пĕлтĕрхинчен кая юлса пырать. «Симĕс ылтăн» тухăçĕ вара савăнтарать. Гектартан вăтамран 17 центнер тухса пырать. Етĕрне районĕнче вăтам тухăç республикăринчен икĕ центнер ытларах. Çĕрулмие те вăхăтлă кăлармалла. Хальлĕхе республикăри хуçалăхсем 2570 гектар çинчен «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарса кĕртнĕ. Пысăк пай патăрьелсене лекет. Вĕсем 506 гектар кăларнă. Элĕк тата Етерне районĕсенче ку ĕç чăрмавлă иртет – кирлин 5 процентне те парăнтарман-ха. Çав вăхăтрах Канаш районĕнче çĕрулмие кăларса пĕтернĕ. Паянхи куна республикипе 64 000 ытла тонна пӳлмене кĕнĕ е сутлăха кайнă. Тухăç савăнтарать. Пĕлтĕр гектартан 177 центнер тухнă пулсан, каçалхи вăтам кăтарту – 247. Каçал тăрăхĕнче вара гектартан 320 центнер илсе пыраççĕ

12+
6 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии