Эстрада çăлтăрĕсем те пулăшаççĕ
Чăваш эстрада çăлтăрĕсем те ырă пуçарăва хаваспах хутшăнаççĕ. Салтаксене хавхалантарма концертсем йĕркелеççĕ, пухăннă укçана вĕсене пулăшма яраççĕ. СЕРГЕЙ КУВШИНОВ: «Ку, паллах, питĕ кирлĕ япала, мĕншĕн тесен эпир те пулăшмасан тата кам пулăшĕ вĕсене. Укçа хывасси кашнин çыннăн тивĕçĕ тесе шухăшлатăп». Сергей Кувшинов Алексей Шадриков, Диана Павлова, Екатерина Петрова, Мария Гущина юрăçсемпе пĕрле кăçал утă уйăхĕнче Донбассра та пулчĕ. СЕРГЕЙ КУВШИНОВ: «Унта 5 концерт патăмăр. Дебальцево, Макеевка, Донецк, Торез, Комсомольск хулисенче. Ку гастроль асăнмалăх юлчĕ маншăн, паллах, питĕ вăйлă. Мĕншен тесен эпир малтан шутларăмăр эпир салтаксем патне каятпăр пуль тесе, анчах та лерен каларĕç сирĕн пурнăçа шеллетпĕр терĕç, çавăнпа эпир унта пурăнакан çынсем валли концертсем патăмăр. 30 яхăн çул эстрадăра юрлатăп. Маншăн вăл питĕ вăйлă асра юлчĕ. Вĕсем мĕнле вăйлă кĕтсе илеççĕ. Эпир чăвашла та, вырăсла та юрларăмăр. Вĕсем ăнланса кашни юрă хыççăн алă çупса, кайран концерт хыççăн ура çине тăрса алă çупни асра паянхи кун».