Добавить
Уведомления

Китай чĕлхине вĕрентет

«Миçе чĕлхе эсĕ пĕлен, çавăн чухлĕ пурнăç эсĕ пурăнан». Ку сăмахсене XIX ĕмĕрте нимĕç философе Иоганн Гете каланă. Чылай вăхăт иртрĕ пулин те каларăш пĕлтерĕшĕ чакман. Пĕлӳ çурчĕсенче паян нумай ют чĕлхе вĕрентеççĕ: акăлчанла, нимĕçле, французла. Чăваш Ен тĕп хулинчи 55-мĕш шкулта вара китайла та калаçаççĕ. Шкулта савăнăçлă, мĕншĕн тесен вĕрентекен кунĕ-çке. Китай чĕлхинчен шăпах çапла куçать ку предложени. Ачасен хут çинче çырнă иероглифсене усă курса тулли предложени тумалла. Игорь Гусев китай чĕлхине виççĕмĕш çул вĕрентет. Ăна вăл Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ. Аслă шкулта чухне Игорь Китай çĕршывне кайса курнă. Шăпах унта пулни пулăшнă та ăна китайла лайăх калаçма вĕренме. Сăмахсенче сасăна тĕрĕс лартасси те питĕ кăсăклă. Вĕрентекен пулас ĕмĕт Игорĕн ача чухнех çуралнă. Ӳнер шкулне çӳренĕ вăхăтра хăйĕнчен кĕçĕн ачасене вăл ӳкерме вĕрентнĕ. Çакă тыткăнланă ăна, ахăртнех. «Çамрăк пулнăран ачасемпе ĕçлеме ансат та, çав вăхăтрах йывăр та», – палăртать вĕрентекен. Пĕр енчен вăл вĕсемпе пĕр хум çинче, тепĕр енчен хăш чухне алхаскаласа илесшĕн иккен. Игорь Сергеевич – класс ертӳçи те. Вăл тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Çывăх вăхăтра каччă Мускав хулине, класс ертӳçисен форумне кайма хатĕрленет. Раççейĕн тĕп хулинче Игорь Гусев тепĕр 11 вĕрентекенпе пĕрле Чăваш Ен чысне хӳтĕлĕ

12+
12 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии